29 апреля 2016 г.
Сисĕнмесĕрех çураки çитрĕ, районти ял хуçалăх предприятийĕсем, колхозсем, фермер хуçалăхĕсем хĕрỹ ĕçе пуçăнчĕç. Хăш-пĕр хуçалăхсем çурхи тĕш-тырă культурисене акма та тухнă. "Мĕн акатăн - çав шăтать" тенине тĕпе хурса ĕçлемелле.
Паянхи куна районти 27 хуçалăхран 23-шĕнче вăрлăх 100 проценчĕпех кондициллĕ. Çав вăхăтрах вара "Алга" кооперативра вăрлăхсен 50 проценчĕ, "Дубовка" ООО-ра - 47 проценчĕ, "Турхан" ЯХПК-ра - 69 проценчĕ, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕнче 85 проценчĕ çеç кондициллĕ.
Районти хăш-пĕр хуçалăхсем кашни çулах вăрлăха улăштарас, çĕнетес тесе тăрăшаççĕ. Акă, "Труд", "Рассвет" ЯХПКсем, "Урожай" колхоз, "Слава картофелю" агрофирма, "Кызыл сабанча", Н.И.Васильев фермер хуçалăхĕсем кăçал Çĕрпỹ хулинчи наукăпа тĕпчев институтĕнчен 815 центнер элита вăрлăх кỹрсе килнĕ.
Палăртса хăварас килет, районти "Асаново" ЯХПК вăрлăх çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрать: кашни çулах çĕнĕ сортсем туянаççĕ, хăйсен паха вăрлăхне те кĕркуннех алласа хатĕрлесе хăвараççĕ.
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсенчи, колхозсенчи, фермер хуçалăхĕсенчи вăрлăхсене тĕрлĕ чир-чĕртен тĕрĕсленĕ май, çакна каласа хăвармалла - вăрлăхĕсем чирлĕ. Гельминтоспориоз, альтернариоз, септориоз, фузариоз, бактериоз чирĕсене тупса палăртнă, кăвакарнă тĕслĕх те сахал мар. Çавăнпа та вăрлăхсене вăхăтра имçамласси çине те пысăк тимлĕх уйăрма сĕнетпĕр. Вĕсене акиччен пĕр эрне маларах имçамлани чир-чĕрпе кĕрешме май парать. Пĕлтĕр хуçалăхсем вăрлăхсен 75 процентне имçамланă. 17 тĕрлĕ препаратпа усă курнă. Çавăнпа та эпир ял хуçалăх предприятийĕсене çеç мар, уйрăм хуçалăх тытакансене те тĕрлĕ препаратсемпе усă курма сĕнетпĕр. Тĕслĕхрен, "Мизарин", "Флавобактерин", "Псевдобактерин", "Субтилин", "Ризоагрин" ятлă им-çампа усă курсан ỹсен-тăранăн чылай чирĕнчен упранма пулать. Паха тухăç пуçтарса илесси пĕтĕмпех хамăртан килет. Ыйтса пĕлмелли телефон: 5-14-86.
Н.ЧЕРНОВА,
"Россельхозцентр" ФПУ ЧР филиалĕн районти уйрăмĕн ертỹçи.
Источник: "Каçал Ен"