29 апреля 2016 г.
Районти чылай хуçалăхра ака ĕçĕсем пуçланчĕç ĕнтĕ.
Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне пурĕ 943 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă: 223 гектар çурхи тулă, 605 гектар урпа, 95 гектар сĕлĕ, 20 гектар пăрçа. Унсăр пуçне 5 гектар пĕр çул ỹсекен курăксем, 30 гектар сахăр кăшманĕ акнă. "Искра", "Урожай" колхозсем, "Слава", "Дружба", "Труд", "Алга", "Луч", "Победа" ЯХПКсем, "Восход", "Сюрбеево" ООО-сем , "Слава картофелю" агрофирма, "Кызыл сабанча" тата Хайртдинов фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсем уяр кунсемпе усă курса хирсенче ĕçлеççĕ.
Çавăнпа пĕрлех районĕпе 3214 гектар çинче нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ, 405 гектар апатлантарнă. Унсăр пуçне кĕрхи культурăсене те 930 гектар çинче апатлантарнă, 1436 гектар сỹреленĕ. Нумаях пулмасть çурхи ака ĕçĕсем еплерех пынипе паллашас тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин "Слава" кооператива, Хайртдинов фермер хуçалăхне тата "Искра" колхоза çитсе килнĕ.
Асăннă хуçалăхсем çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени, вăрлăх çителĕклĕ кỹрсе килнине асăнса хăварма кăмăллă. Унсăр пуçне ял хуçалăх техникине юсанă, механизаторсем çителĕклĕ.
Хуçалăхсен хирĕсене çитсе Алексей Александрович кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнине те палăртса хăварнă.
(Хамăр инф.).
Источник: "Каçал Ен"