АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алена Аршинова: "Патшалăхăн колекторсен ĕçне çирĕп тĕрĕслемелле"

26 апреля 2016 г.

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи пĕрремĕш вулавпа Административлă кодекса тỹрлетỹсем кĕртнĕ. Вĕсем парăма тавăрассипе хăйсен ĕçне пурнăçланă чухне граждансен прависене хỹтĕлесси çинчен калакан саккуна пăснă коллекторсен яваплăхне палăртассипе çыхăннă. Коллекторсем çинчен чылай шăв-шав çĕкленĕ саккун проекчĕ çинчен пире РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова каласа пачĕ.

"Депутатсене асăннă темăна пăхса тухма альтернативлă 10 пуçару сĕннĕ. Çавăн пекех коллекторсен кантурĕсен ĕçне вуçех те чарса лартас тĕлĕшпе те сĕнỹсем пулчĕç. Çакă вара ытти тĕрлĕ ыйту кăларса тăратма пултарать. Сỹтсе явнă хыççăн пĕрремĕш вулавра ытларах пайне хатĕрлесе çитернĕ тата тĕрлĕ ыйтусене пĕрлештернĕ саккун проектне йышăннă. Ăна хатĕрлессипе Раççей парламенчĕн икĕ палатин председателĕсем, Федераци Канашĕн спикерĕ Валентина Матвиенко тата РФ Патшалăх Думин спикерĕ Сергей Нарышкин, çавăн пекех Федераци Канашĕпе Патшалăх Думин финанс комитечĕсен пуçлăхĕсем Сергей Рябухинпа Николай Гончар ĕçленĕ.

Раççей законодательствинче коллектор службисен ĕçне палăртакан уçăмлă нормăсем çук. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче усă куракан майсем чылай чухне Административлă тата Уголовлă кодекссенче палăртнă статьясен йышне лекеççĕ. Юлашки вăхăтра коллекторсем пуçтахланнă тĕслĕх нумайланчĕ. Тискерле ĕçсем-шĕн преступниксене явап тыттармаллах. Анчах та юридици сăпачĕллĕ коллекторсен организацийĕсем хăйсен сотрудникĕсен хăтланăвĕшĕн нимĕнле явап та тытмаççĕ. Çĕнĕ саккун проекчĕ вара çак яваплăха кĕртессине палăртать те".

Парăма тавăрса парас тĕлĕшпе саккуна пăснă коллекторсене административлă майпа явап тыттарĕç. Коллекторсем çине 20 пин тенкĕрен пуçласа 200 пин тенкĕ таран штраф хурĕç е 6 уйăхран пуçласа пĕр çулталăклăха дисквалификацилĕç. Юридици сăпачĕсене вара 50 пинрен пуçласа 500 пин тенкĕлĕх штраф кĕтет е вĕсен ĕçне административлă майпа 90 талăклăха чарса лартаççĕ.

Алена Аршинова каланă тăрăх, асăннă саккун проектне йышăнсан Раççейре "парăма профессиллĕ шыраса илекенсем" ăнлав пурнăçа кĕрет. Çавăн пекех коллекторсене шута илекен патшалăх реестрĕ тата вĕсен ĕçне сăнаса тăракан пĕрлехи орган пулĕ. Коллектор ĕçне йĕркелесе пыракан компанисен 10 миллион тенкĕрен кая мар таса актив пулмалла. Кунсăр пуçне парăмçăсем умĕнчи яваплăхне 10 миллион тенкĕрен кая мар страхламалла. Организаци ертỹçи вара професси тĕлĕшĕнчен пысăк шайра тата ырă ятлă пулмалла.

Çĕнĕ саккуна граждансен прависене хỹтĕлеме йышăннă. Тĕслĕхрен, коллекторсен парăмçăсене канмалли тата уяв кунĕсенче чăрмантарма юрамасть. Ытти кунсенче кăнтăрлахи вăхăтра тата эрнере икĕ хутран ытла мар шăнкăравлама юрать. Çавăн пекех парăм пур граждансем çинчен Интернетра информаци вырнаçтарма, çуртсемпе подъездсенче çырма та юрамасть.

Граждансем виçĕ уйăх тỹлемен хыççăн парăма шыраса илекенсемпе хутшăнассипе килĕшмесен те пултараççĕ. Палăртмалла, кун пек ирĕке граждансене пĕрремĕш хут панă. Кунсăр пуçне, парăмçăсем коллектор организацийĕсемпе калаçма хăйсен представительне шанма пултараççĕ.

"Асăннă саккун проектне çав тери хĕрỹ сỹтсе яврăмăр, - палăртрĕ Алена Аршинова. - Халĕ проекта хатĕрлекенсене тỹрлетỹсем кĕртме сĕннĕ. Ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕсен полномочийĕсем пĕтиччен йышăнма май пуласса кĕтетпĕр".

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика