АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асрах йывăр вăхăт

26 апреля 2016 г.

 Ака уйăхĕн 26-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери радиаци аварийĕсемпе катастрофăсенче хур курнисене асăнмалли кун. Çак куна ахальтен мар суйланă. Ăна Чернобыльти атом электростанцийĕнчи хăрушă аварипе çыхăнтараççĕ. Вăл 1986 çулта пулнă. Унтанпа 30 çул çитрĕ пулсассăн та суран тỹрленмен-ха. Çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлни, калама çук пысăк инкек тỹсни халĕ те асрах. Аварие сирме Чăваш Енрен 1976 çын, районтан 5 çын кайнă: Валерий Козлов, Анатолий Чапрасов, Анатолий Сятмин, Станислав Горбунов. Вĕсен йышĕнче Хирти Сĕнтĕр ялĕнче пурăнакан Владимир Порядков та пулнă. 1986 çулхи август уйăхĕнче Владимир Дмитриевича çар комиссариачĕ урлă Чернобыле ăсатнă. Çав çулхи октябрьте вăл тăван ене таврăннă.

- Шел те, эпир çулран-çул сахалланса пыратпăр. Акă, районтан кайнисенчен Валерий Козловпа иксĕмĕр çеç пурăнатпăр. Çав вăхăтрах пирĕн хушăра пурăнасчĕ-ха, малалла кĕрешесчĕ-ха текенсем те пур. Вăй-хăвата, хевтене нихăçан та ан çухатăр теес килет манăн вĕсене. Республикăра, районта Чернобыль инкекне сирме пулăшнисенчен çурри ытла пирĕнпе çук ĕнтĕ. Вĕсемшĕн хурланатăп. Тĕрĕс-тĕкел пурăнаканнисемпе ытларах хутшăнма тăрăшатăп, - тет хурланса Владимир Дмитриевич.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика