АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Викторина! Викторина!

26 апреля 2016 г.

 Апрелĕн 25-мĕшĕнче районта Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравне халалланă викторина пуçланчĕ. Викторинăна районти "Каçал ен" хаçат тата Чăвашстатăн районти статистика уйрăмĕ йĕркелеççĕ. Вăл июнĕн 10-мĕшĕччен пырĕ. "Каçал ен" хаçатăн кашни номерĕнчех 3 ыйту пичетлетпĕр. Ыйтусен хуравĕсене район администрацийĕн статистика уйрăмне шăнкăравласа пĕлтермелле: 5-12-96 (8 сехетрен 17 сехетчен), 8-917-651-84-40 (талăкĕпех). Хăвăрăн ятăра, хушаматăра, ăçта пурăннине каласа памалла. Ял хуçалăх статистики пирки хăйсем мĕн пĕлнине Раççейĕн 18 çул тултарнă гражданĕсем пĕлтерме пултараççĕ.

Ыйту хуравĕсене, хаçатра кун çути курнă хыççăн, 2 кун хушши йышăнаççĕ. "Каçал ен" хаçатра пичетленсе тухнă ыйтусен хуравĕсене шута илсе кашнинчех виçĕ çĕнтерỹçĕне палăртаççĕ. Вĕсен ячĕсене хаçатра пичетлетпĕр. Викторина пĕтĕмлетĕвĕсемпе çĕнтерỹçĕсене парнесемпе хавхалантараççĕ.

Викторинăн пирвайхи ыйтăвĕсем:

1. Пĕтĕм Раççей ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕн эмблеми тата девизĕ мĕнле?

2. Комсомольски районĕнче ял хуçалăх çыравĕ хăш вăхăтра иртет?

3. Районта инструкторсен участокĕсем миçе?

Çитес номерте тата виçĕ ыйту пичетлетпĕр. Çакăн евĕр ыйтусем июнĕн 10-мĕшĕччен кашни номертех кун çути курĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика