АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çырав кашни кун çывхарать

26 апреля 2016 г.

 Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçĕ пуçланиччен шутлă вăхăт çеç юлать. Çак пысăк пулăма ирттерме хатĕрленес ĕç пирĕн тăрăхра епле пынине сỹтсе явас тĕллевпе апрелĕн 22-мĕшĕнче районти ятарлă комиссин черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Перепиç пынă вăхăта пỹлĕмсемпе, çыхăну хатĕрĕсемпе, транспортпа тивĕçтересси тата пỹлĕмсене арендăна илесси пирки район администрацийĕн пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ, комисси членĕ Светлана Ульдина каласа пачĕ. Перепись ирттерессипе ĕçлекен районти уполномоченнăй Нина Воронова вара çав тапхăрта ĕçлеме çынсем тупасси, суйласа илесси, вĕрентесси çинче чарăнса тăчĕ. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕсен виçипе ăнланман самантсем пуррине те асăнчĕ. Çак ыйтăва кадастр палатипе, Росреестрпа, çĕр хуçисемпе тата райадминистрацин ял хуçалăх пайĕпе тачă çыхăнса ĕçлесен татса пама пулатех.

Халăх хушшинче темле çынсем те пур. Переписчиксем ял тăрăх çỹренĕ чухнехи хăрушсăрлăх, массăллă информаци хатĕрĕсенче çырав темине халăха ăнлантарас ĕç епле пыни çинчен те ыйту çĕклерĕç. Чăвашстатăн ял хуçалăх статистикин пайĕн начальникĕ Эмма Егорова хуçалăх кĕнекисене çырса пымалли йĕркене тĕплĕн ăнлантарчĕ, ыйтусене хуравларĕ.

Пĕтĕмлетсе каласан, Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне пирĕн районта тăрăшсах хатĕрленеççĕ, вăл йĕркеллĕ иртесси пирки иккĕленỹ çук.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика