АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Варнава 85 çул тултарнă

26 апреля 2016 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш митрополитне Варнавăна 85 çулхи юбилей ячĕпе саламланă. Михаил Васильевич Варнава Владыкăна Вырăс православи чиркĕвĕшĕн тата чăваш халăхĕшĕн чунне парса ĕçленĕшĕн чĕререн тав тунă.

- Эсир обществăн чун тасалăхĕпе кăмăл-сипетлĕхĕшĕн, религисем хушшинчи хутшăнусене, çамрăксен воспитанийĕпе православин таса енĕсене чĕртсе тăратас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсен пĕлтерĕшне хак парса çитерме май çук, - палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ.

Çавăнпа пĕрлех регион ертỹçи Варнава митрополит тăрăшнипех республикăра чиркỹсемпе прихутсен шучĕ ỹснине, православи тĕнне ĕненекенсен йышĕ пысăкланнине, социаллă çивĕч ыйтусене татса парассипе чиркỹпе влаç органĕсем çыхăну тытса ĕçлесси вăйланнине палăртнă. Михаил Игнатьев Варнава Владыкăна çирĕп сывлăхпа, тăнăçлăхпа тата нумай çул пурăнма, чиркỹпе Тăван çĕршывшăн пуçаракан ĕçсенче ăнăçу суннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика