26 апреля 2016 г.
Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсем, фермер хуçалăхĕсем çуракине тухрĕç.
Апрелĕн 25-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем çурхи культурăсене 110 гектар çинче акнă. Вăрлăхлăх çĕрулмин 2514 тоннине яровизацилеме кăларнă. Çавăн пекех 100 тонна çурхи тĕш-тырă культурисен вăрлăхне имçамланă, нумай çул ỹсекен курăксен 253 гектарне, кĕрхи культурăсен 350 гектарне апатлантарнă. Çавăн пекех уй-хирте çĕрсене сỹрелеççĕ, сухалаççĕ. Ĕçсем вăй илсех параççĕ. Кашни уяр кунпа пĕлсе усă курса, палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçласчĕ. Çуракине кĕске вăхăтра ирттерме пĕтĕм вăйран тăрăшасчĕ.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
тĕп агроном.
Источник: "Каçал Ен"