АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш диктанчĕ çыртăмăр

26 апреля 2016 г.

Чăвашлăх тĕнчишĕн палăрăмлă черетлĕ пулăм хыçа юлчĕ, пĕтĕм халăхпа пĕрле тăван чĕлхепе диктант çыртăмăр.

Çакнашкал акцие ирттерес йăла вырăссенчен пуçланчĕ пулин те, чăвашсем проектăн пĕлтерĕшне тарăнлатни паха.

Кашни çулах диктант çыракансен йышĕнче - шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсемпе патшалăхăн тĕрлĕ учрежденийĕнче ĕçлекенсем.

Диктанта Наци радиовĕпе тата Интернетра он-лайн мелĕпе итлесе çырма май пулчĕ. Районта пурăнакансем те чăваш диктантне çырчĕç. Уйрăмах "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ" акцие шкул ачисем, вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç.

Людмила Макарова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ:

- Ушкăнпа пĕрле ларса, чăваш чĕлхине хисепленине палăртса кăçал тăваттăмĕш хутчен диктант çыртăмăр. Акцие кашни çулах хутшăнатпăр. Кăçал диктант валли Александр Артемьевăн "Çăкăр хакĕ" повеçĕнчи сыпăка суйласа илни те кăмăла кайрĕ. Текст тарăн шухăшлă, илемлĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика