22 апреля 2016 г.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна туса хунăранпа çак кунсенче 25 çул çитрĕ. Асăннă тапхăрта общество пурнăçне тухăçлă ĕçлекен, çынсемшĕн кирлĕ структура пек çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ вăл. Пирĕн районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр та патшалăх ун умне лартнă тĕллеврен пăрăнмасăр малалла аталанать, çынсене ĕçлĕ пулма пулăшать. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ К.Н.Кокшин хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ.
- Константин Николаевич, Ĕçлев службин кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çулта 990 çынна ĕç тупма пулăшнă.
Кăçалхи январь - март уйăхĕсенчи цифрăсемпе паллаштарсамăр.
- Кăçалхи январь - март уйăхĕсенче центра 156 çын ĕç шыраса килнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 14 çын сахалрах. Кĕске вăхăтра 94 çынна ĕç вырăнĕсем тупса патăмăр. Çак шутран 39-шĕ яланлăх тата 55-шĕ вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Ку пĕрремĕш квартал планĕнчен 34,3 процент нумайрах. Малашне ĕç тупма çăмăлрах пултăр тесе 43 çынна хушма профессие вĕренме янă. Унпа пĕрлех ĕç шыракансене ĕç тупма 2 ярмăркка йĕркеленĕ, професси суйласа илессипе 135 çынна пулăшса сĕнỹсем панă. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта 76 çын учетра. Вакансисен банкĕнче 247 ĕç вырăнĕ пурри паллă, апла пулсассăн вĕсем те çитес вăхăтра ĕç вырăнне тупаççех.
- Ĕç шыракансен йышĕнче ытларах камсем?
- 156 çынран 23-шĕ - вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлес тĕллевлĕ 14-18 çулхи çамрăксем. 20 çын - малтанхи ĕçрен хăй ирĕкĕпе кайнисем е ĕç килĕшĕвне пăрахăçланисем. Çавăн пекех тин çеç алла диплом илнисем, çулталăк ытла ĕçлеменнисем те пур. Инвалидсене ĕçпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр.
- Патшалăх уйăракан тĕллевлĕ субсидипе усă курса харпăр хăй ĕçне пуçăннисем пур-и?
- "Халăха ĕç тупма пулăшасси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн асăннă пулăшупа пĕлтĕр 2 çын усă курнă, 2014 çулта виççĕн харпăр хăй ĕçне пуçăннă. Кăçал та ĕçсĕр пĕр гражданина харпăр хăй ĕçне пуçăнма 58800 тенкĕ субсидипе тивĕçтернĕ.
- Константин Николаевич, шкул ачисене ĕçпе тивĕçтерессине йĕркеленĕ-и?
- Паллах. Вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлес кăмăллă 14-18 çулхи çамрăксен центра килмелле. Раççей Федерацийĕн Ĕç Кодексĕн 63-мĕш статйипе килĕшỹллĕн 16 çул тултарнисемпе килĕшỹ тăваççĕ, 14 çулхисемпе килĕшỹ çырнă май ашшĕ-амăшĕ ирĕк панине шута илеççĕ. Пĕлтĕр 550 çамрăка ĕçе явăçтарнă, кăçал 450 ачана вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелле. Ĕçлес тĕллевлĕ çамрăксене эпир яланах пулăшма хатĕр. Ку тĕлĕшпе ял хуçалăх предприятийĕсем те, уйрăм предпринимательсем те пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.
- Центра килекенсене тĕллевлĕ пулăшу пама, вĕсемпе калаçма, ăнлантару ĕçĕ йĕркелеме чăннипех те опытлă специалистсем кирлĕ. Коллективра камсене палăртса хăварма пултаратăр?
- Центрта 8 çын тăрăшать: директор, 5 специалист, водитель, техничка. Акă, Наталья Мадюкова кунта 10 çул ытла ĕçлет. Екатерина Жукова, Татьяна Кокарева та шаннă ĕçе яланах вăхăтра пурнăçлаççĕ. Специалистсем ĕç шыраса килекенсене йышăнаççĕ, тĕрлĕ ĕç е професси ăсталăхне ỹстерме вĕренме, ĕç ярмăрккисене хутшăнма сĕнеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн тивĕç - кашнинине кирлĕ пулăшу парасси.
Кăçал 94 çынна электронлă майпа пулăшу кỹнĕ. Вĕсенчен 77-шне кирлĕ ĕç тупма пулăшнă, 20-не обществăлла ĕçе явăçтарнă, 8-шĕ вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Çавăн пекех çынсем вакансисен банкĕпе çăмăллăнах усă кураççĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"