22 апреля 2016 г.
"Литературăллă Чăваш Ен: 2014-2015 çулхи чи вуланакан кĕнеке" республикăри конкурспа килĕшỹллĕн тĕп библиотекăра Вăрнар ен çыравçисемпе - Улькка Эльменпе (Ольга Геннадьевна Куликова) тата Станислав Отрывановпа - тĕл пулу иртрĕ.
Шыв юххи евĕр шăнкăртатса вуланаççĕ У.Эльмен произведенийĕсем, тĕлĕнмелле çыпăçуллă чĕлхепе çырать вăл. Нумаях пулмасть кун çути курнă "Упраймарăм сана" кĕнекине сỹтсе явнă май, вулавçăсем ăна пысăк хак пачĕç.
- Çыравçă паянхи кăткăс та çăмăл мар пурнăçа тĕрлĕ енлĕ тулли те витĕмлĕ сăнарланă. Кĕнекене вулама çăмăл, - пĕлтерчĕ Ревокат Моисеев.
Станислав Отрывановăн кĕнекисене те юратсах вулаççĕ. Акă, "Чужие на своей земле" 2 томран тăракан кĕнекере истори факчĕсемпе анлăн усă курнă. Роман ĕç çынни, юрату, тăван çĕр, пурнăç çинчен.
Çыравçăсен кĕнекисем вулавăшри çỹлĕксем çинче тусанланса выртмаççĕ, вĕсем яланах алăра. Çавăнпа та авторсем малашне те литература анинче пысăк çитĕнỹсем тăвасса шанатпăр, çĕнĕ кĕнекесем кĕтетпĕр.
В.БОРОВКОВА.
Источник: "Каçал Ен"