22 апреля 2016 г.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн вице-спикерĕ, патшалăх строительстви, вырăнти хăй тытăмлăх комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов вырăнти хăй тытăмлăх аталанăвĕпе паллаштарать:
- Республика ертỹлĕхĕ, "Единая Россия" парти районсемпе хуласене, ял тăрăхĕсене нихăçан та хăй еккипе аталанма паман. Чăваш Ен экономикине аталантарнă май эпир социаллă политика эффективлăхне йĕркелетпĕр. Вăл шăпах вырăнти социаллă инфраструктура аталанăвĕнчен курăнать те.
Эпир республикăра паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен 100 фельдшерпа акушер пункчĕ тума сăмах панăччĕ. Ĕçе пурнăçларăмăр. Çитес çулсенче вара тата 50 ФАП хăпартма планлатпăр. Эпир район центрĕсенче физкультурăпа спорт комплексĕсем, Шупашкар хулинче "Шупашкар-Арена" пăр керменне хута ятăмăр. Палăртса хăваратăп, хăш-пĕр регионсенче çакăн йышши объектсем пирки ĕмĕтленеççĕ çеç. Эпир ялти шкулсенчи 69 спортзала юсаса çĕнетрĕмĕр тата 24-шне юсамалла.
"Единая Россия" партин "Ача сачĕсем - ачасене" программине пурнăçласа çĕнĕ 50 ача сачĕ хута янă. Халĕ вара эпир партин тепĕр программине пурнăçласа, çĕнĕ шкулсем хăпартасшăн. Çавна май республикăра çитес 10 çулта 30 ытла шкул хута каймалла. Пĕтĕмпех - "Единая Россия" командипе ĕçлесе, республикăра пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе.
Ял тăрăхĕсенчи çулсене юсасси - вырăнти влаç тивĕçĕ. Анчах та эпир ял тăрăхĕсен бюджетĕнчи укçа-тенкĕпе асăннă ыйтăва татса пама йывăррине лайăх пĕлетпĕр тата ăнланатпăр. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансен пурнăçне лайăхлатасси тата социаллă инфраструктура объекчĕсем патне транспортпа çитме май туса парасси çав тери пĕлтерĕшлĕ. Çакна шута илсе 2015 çулта ял поселенийĕсенчи çулсене вак чул сарса хытарма тытăннă. Пĕлтĕр 21 ялта 12,3 км çул сарнă. Çакă çеç çителĕксĕр, лайăх çул кашни ялта пулмалла. Кăçал 99 ялта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене вак чул сарса 49,9 км çул тумалла. 2016 -2020 çулсенче 200 км яхăн çул сармалла.
Республика ертỹлĕхĕ, Чăваш Ен парламенчĕ муниципалитетсене аталантарас ыйтусене, вырăнти хăй тытăмлăх çинчен калакан саккунсене лайăхлатса пырассине тăтăшах тĕрĕслесе тăрать. ЧР Патшалăх Канашĕн профильлĕ комитечĕ те пысăк ĕç туса ирттерет. 2015 çулхи декабрьте комитет членĕсем "Вырăнти хăй тытăмлăх пирки калакан федераци тата регионти саккунсенчи улшăнусем" темăпа иртнĕ çавра сĕтеле хастар хутшăннă. Ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе кирлĕ йышăнусене тĕрлĕ органсене çитернĕ.
Саратовра апрелĕн 15-мĕшĕнче "Единая Россия" партин "Раççейĕн паянхи ялĕ" тематика форумĕнче ял территорийĕсене аталантарас ыйтăва пăхса тухрĕç. Унта Шупашкар хула пуçлăхĕпе, Чăваш Республикин муниципаллă пĕрлĕхсен совечĕн председателĕ Леонид Черкесовпа хутшăнтăмăр. Форума 2 пине яхăн делегат пухăннă. Вĕсем агропромышленноç комплексĕн аталану çул-йĕрне, ялти халăха ĕçпе тивĕçтерессипе, сывлăх сыхлавĕпе, вĕренỹпе тата социаллă хỹтлĕхпе çыхăннă ыйтусене, çавăн пекех ялти журналистикăн ял аталанăвĕнчи пĕлтерĕшне сỹтсе яврĕç. Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ тĕп темăсенчен пĕри пулчĕ.
Форумăн пĕтĕмлетỹллĕ пĕрлехи ларăвне РФ Правительствин Председателĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн председателĕ Дмитрий Медведев хутшăнчĕ. Вăл партишĕн аграри политики çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртса хăварчĕ. Ялта та хулари пекех пурăнма майсем туса парас енĕпе пĕтĕмпех пурнăçлĕç.
Палăртса хăварма кăмăллă, Чăваш Ен ку енĕпе ытти регионсенчен малта пырать. Республикăра пирвайхи медицина пулăшăвĕ парасси, ялсенче ФАП-сене хута ярасси - Раççей шайĕнче тĕслĕх вырăнĕнче.
Юлашкинчен Чăваш Енре пурăнакансене вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăх, телей, çитĕнỹ сунатăп. Унпа пĕрлех тепĕр хутчен каласа хăваратăп: ял пурнăçне аталантарассинче хамăрăн та хастар пулмалла.
Источник: "Каçал Ен"