22 апреля 2016 г.
Чăваш Енре кăçал сывлав органĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çул. Ăна ахальтен палăртман. Специалистсем пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре сывлав органĕсен чирĕсемпе кашни çулах пĕр пине яхăн çын вилет. Чиртен вăхăтра сипленмелле, асăрханмалла.
Çак тĕллевпе мĕн тумалла-ха? Пирваях сывă пурнăç йĕркине пăхăнмалла, усал йăласене пăрахăçламалла, тĕрлĕ витаминпа пуян апат-çимĕçпе апатланмалла. Тĕрлĕ чир-чĕртен вăхăтра сипленни те пысăк витĕм кỹрет. Сăмахран, пациентсенчен чылайăшĕ пыр ыратма, ỹсĕрме тытăнсан та, ỹт температури ỹссен те тухтăр патне васкамасть. Чирĕн сăлтавне уçăмлатмасть. Нумайăшĕ хăй тĕллĕн сипленме пăхать. Тĕслĕхрен, бронх астмин чирĕ аллергие пула вăй илет. Çавна май чи малтан организм мĕн çине аллерги панине уçăмлатмалла. Чире вăхăтра палăртса сиплев курсĕ ирттермелле. Хамăр сывлăхшăн хамăр яваплă пулмалла.
Л.ХАБИБРАХМАНОВА.
Источник: "Каçал Ен"