22 апреля 2016 г.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем çынсемшĕн çывăхрах шутланаççĕ. Вĕсем халăха хумхантаракан çивĕч те пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас енĕпе витĕмлĕ йышăнусем тума пултарнинчен ытларах чухне граждансем хăйсене мĕнлерех туйни тата вĕсем влаçăн мĕнпур органĕн ĕç-хĕл эффективлăхне пĕтĕмĕшле хак пани килет. Çавăнпа та муниципалитет служащийĕн ĕçĕ пысăк яваплăхлă та пултаруллă, хастар та уçă кăмăллă пулма ыйтать. Апрелĕн 21-мĕшĕнче вĕсем хăйсен професси уявне паллă турĕç.
Пирĕн тăрăхри вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем - район администрацийĕ тата 12 ял поселенийĕ. Ертỹçĕсен йы-шĕнче хастар, ялпа район шăпишĕн, тасалăхĕпе хăтлăхĕшĕн, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн чунтан тăрăшакансем ĕçлеççĕ. Районти влаçăн мĕнпур шайри юпписем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлени муниципалитетăн социаллă пурнăçпа экономикине кал-кал аталантарма парать. Халăх пурăнакан вырăнсем тирпейленсе илемленеççĕ, çулсене юсаса çĕнетес ĕç пулса пырать, ача сачĕсем çĕкленеççĕ, шкулсене юсаççĕ, пурăнмалли условисене лайăхлатас текенсем патшалăх программисене хутшăнаççĕ.
Апрелĕн 20-мĕшĕнче районти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче пуçтарăннă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин уявпа саламланă. Кашниех хăйĕн тĕллевне - халăх пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатассине - пурнăçлас тĕлĕшпе нумай ĕç тума пултарнине палăртса хăварнă. Çавăнпа пĕрлех вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен специалисчĕсене чунне парса ĕçленĕшĕн тав тунă, ĕçре палăрнисене Хисеп грамотисемпе наградăланă.
Çав кун муниципалитет служащийĕсемпе пай начальникĕсем, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, "Кĕтне" ФСК ĕçченĕ Юрий Боровков ертсе пыракан эстафетăсене хутшăннă. Вĕсем виçĕ ушкăна пайланса çăмха йăтса чупнă, скакалкăпа сикнĕ, мечĕке баскетбол карçинккине кĕрессипе тупăшнă, обруч çавăрттарнă, хăйсен çаврăнăçулăхне кăтартнă, ĕçре те маттур, спортра та сатур пулнине çирĕплетсе панă. Спорт каçĕ кашнинех лайăх кăмăл-туйăм парнеленĕ, малалла та тухăçлăн ĕçлеме хавхалантарнă.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"