АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш чĕлхи кунĕнче диктант çырăпăр

18 апреля 2016 г.

 Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016" акци ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртĕ. Çыру ĕçĕ Мускав вăхăчĕпе 13 сехетре пуçланĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче йĕркелỹ комитечĕн членĕсем пухăнса диктанта хатĕрленсе ирттерес ыйтусене уçăмлатрĕç.

Диктанта яланхиллех И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче, ЧР вĕренỹ институтĕнче çырма май пулĕ. Диктант текстне Чăваш Наци телекуравĕпе тата радиопа та вулĕç. Çавăн пекех кăмăл тăвакансем диктанта Интернетра итлесе çырма та пултараç- çĕ.

Çыру ĕçĕ валли текст суйласа илес ĕç хальлĕхе вĕçленмен-ха. Ăна тирпейлеме ятарласа конкурс пуçарнă. Диктант валли кирек кам та текст сĕнме пултарнă, конкурс апрелĕн 10-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ярса панă текстсене комисси пăхса тухса чи юрăхлине суйласа илĕ. Аса илтеретпĕр, маларахри çулсенче диктант хайлавĕсен авторĕсем Юрий Сементер, Марина Каря- гина, Леонид Маяксем пулнăччĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика