АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалăва кирлĕ пек тỹлемеççĕ

18 апреля 2016 г.

Конвертпа шалу паракансене тупса палăртас тата вĕсене явап тыттарас тĕлĕшпе тăтăшах тĕрĕслевсем йĕркелеме тивет. Çав тĕрĕслевсенче вара йĕркене пăсакансем тупăнаççех.

Акă, Е. гражданка пирки, "Фея" магазинта вăл 2015 çулхи июнь уйăхĕнчен тăрăшать пулсассăн та, ĕçе илме приказ та çырман, ĕç кĕнекинче те кун пирки палăртман. Çавна май ĕç паракана, Ф. уйрăм предпринимателе, административлă йĕркепе айăпланă. Унăн 8 пин тенкĕ штраф тỹлемелле.

Тепĕр тĕслĕхре те ĕç паракан саккуна пăхăнман. "Мечта" ООО директорĕ мăшăрĕпе хĕрне магазина ĕçе илнĕ. Палăртнă йĕркепе ĕç параканăн ĕçченсемпе виçĕ кун хушшинче ĕç килĕшĕвĕ çырмалла, приказ кăлармалла, ĕç кĕнекине çырса хатĕрлемелле. Анчах та ертỹçĕ ĕç саккунне пурнăçламан, шалăва кирлĕ пек тỹлемен. Мĕншĕн-ха? Тĕслĕхрен, асăннă лавккари сутуçă 0,5 ставкăпа ĕçленĕ. Кунне 12 сехет ĕçлесе уйăхра 3 пин тенкĕ шалу илнĕ. Сутуçă пĕр кун ĕçлесе пĕр кун каннă. Шалу РФ Ĕç Кодексĕн 133 статйипе килĕшсе тăман, ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен та сахалрах пулнă. Унпа пĕрлех сутуçăна палăртнинчен ытларах ĕçленĕшĕн те хушса тỹлемен. Çавăн пекех "Мечта" ООО-на тĕрĕсленĕ май ĕç укçине вăхăтра тỹлеменнине те тупса палăртнă, ăна уйăхне пĕрре çеç панă.

РФ Ĕç Кодексне пăхăнманшăн, ĕçченсене кирлĕ пек шалу тỹлеменшĕн общество директорĕ тĕлĕшпе административлă йĕркене пăснăшăн икĕ ĕç пуçарнă. Директорăн пĕтĕмĕшле 19500 тенкĕ штраф тỹлемелле.

Кун пек тĕрĕслевсем татах та пулаççĕ, йĕркене пăхăнса ĕçлесчĕ. Шалăва конвертпа тỹлеме пăрахмаллах.

Енчен те ĕç саккунне пăснă тĕслĕхсемпе тата шалăва вăхăтра тỹлеменнипе тĕл пулсассăн е ун пирки пĕлсессĕн тỹрех район прокуратурине шăнкăравлăр. Хĕрỹ лини телефонĕ - 5-15-31. Эпир яланах пулăшма хатĕр. Сăрă ĕç укçи тỹлекенсене тăрă шыв çине кăлармаллах.

В.НИКОЛАЕВ,

район прокурорĕ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика