АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур хĕрарăм

18 апреля 2016 г.

Ĕçре пиçĕхнĕ, нушине нумай курнă хисеплĕ хĕрарăм Евдокия Дмитриевна Петрова каласа панине итлесен хăв та унăн пурнăç сукмакĕ тăрăх утса тухнăнах туйăнать...

Вăл 1933 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Евдокия çемьере иккĕмĕш пулнă. Ашшĕпе амăшĕ тăван колхозра ĕçленĕ. Амăшĕ, Анна Михайловна, çамрăклах куçсăр юлнă. Çавăнпа хуçалăхри пур ĕç ачисем çине тиеннĕ. Çамрăклах вăрман касма çỹренине, кăпчанкă тымарĕ кăларнине те астăвать. Ашшĕ ир çĕре кĕнĕрен, çемьене пурăнма çăмăл пулман.

- Аслисемпе пĕрле колхозра, вăрманта тăрăшрăм, çăкăр çимелĕх те ĕçлесе илме çукчĕ, - хурланса аса илет Евдокия Дмитриевна. Тăхăнмалли, çимелли çитмен. Анчах та пуçа усман, вăй-халне шеллемесĕр ĕçленĕ.

1954 çулта Евдоки Геннадий Иванович Петровпа çемье çавăрнă. Вĕсем ывăлпа хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Василий ывăлĕ тăван килтех тĕпленнĕ. Хĕрĕ, Раиса, çемйипе Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пурăнать.

Çемьеленсенех мăшăр çурт лартма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпех вĕсем Çĕпĕре тухса кайса пилĕк çул пурăннă, ĕçленĕ, хуралтăсем çĕкленĕ. Анчах та мăшăрĕ пурнăçран сарăмсăр уйрăлса каять. Пĕччен пурăнма йывăр пулнăран Евдокия тăванĕсем тăрăшнипе тăван яла таврăнать. Йывăç çурт лартма та пулăшаççĕ ăна.

Хĕрарăма пĕччен çурт-йĕре тытса пыма, ачасене ура çине тăратма йывăр. Кайăк та мăшăр шырать те, кăштахран Евдокия Дмитриевна та Николай Петрович Ефремовпа пĕрлешнĕ. Вĕсем çурт лартнă, ачисене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстернĕ. 23 çул килĕштерсе пурăнать мăшăр. Шел пулин те, Николай та вăхăтсăр çĕре кĕрет. Иккĕмĕш хут тăлăха юлнă арăм çапах пурнăç тĕллевне çухатман, хуçалăхне те йĕркеллĕ тытса пынă, колхозра та вăй хунă.

Паянхи кун кинемей аслă ывăлĕпе тата мăнукĕн çемйипе пурăнать. Пĕр-пĕринпе питĕ килĕштереççĕ. Çамрăксем ватă çыннăн сĕнĕвĕсене тĕпе хураççĕ, унăн ырă канашĕсене ăша хываççĕ. Евдокия Дмитриевна мăнукĕсене пăхать, хуçалăхра та кĕштĕртетет.

Пурнăç епле авкаласан та Евдокия Дмитриевна хуçăлман. Ĕмĕрĕпе тĕрлĕ ĕçре тăрăшнăскере ял-йыш чунтан хисеплет.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика