АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чапа тухнă механизатор

18 апреля 2016 г.

Районти кашни ялтах алла илнĕ профессипе ырă ята тивĕçнĕ маттур çын нумай. Вĕсенчен пĕри - Йăлмахва ялĕнче ĕмĕрне ирттернĕ Гурий Васильевич Дмитриев.

Вăл 1934 çулта хресчен çемйинче çуралнă. Çак çемьере 6 пĕртăван пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă. Сăмах май, аслă тетĕшĕ Элекçей Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман. Хирти Мăнтăрти 7 çул вĕренмелли шкул хыççăн Гурий Васильевич тракториста вĕренсе пысăк пĕлỹллĕ специалист пулса тăнă. 1953 çулта вара Гурий Дмитриева салтака кайма повестка параççĕ. Çамрăк каччă Балти тинĕс-çар флотне лекнĕ. Пилĕк çултан моряк тăван яла таврăннă, çав çулах Йăлмахва хĕрĕпе Лидия Ивановнăпа çемье çавăрнă. Пурнăç урапи малаллах чупнă, Дмитриевсен туслă çемйинче пепкесем çуралнă. Вăхăт иртнĕçемĕн çемье пысăклансах пынă. Юратнă мăшăрĕпе пĕрле сакăр ачана ура çине тăратма пултарнă вĕсем.

Гурий Васильевич ĕмĕр тăршшĕпех "Знамя" колхозра трактористра ĕçленĕ. Вăл техникăна питĕ юратнă, техника çинчен çырнă кĕнекесем вуласа ăс-тăнне пуянлатнă. Спортпа та туслă пулнă çамрăк тракторист, кустăрмаллă трактора вырăнтан çĕклесе илме те вăй çитернĕ. "Тимĕр ут" уншăн чи çывăх юлташ пулнă. Кунĕ-кунĕпе руле алăран яманни те пĕрре мар пулнă унăн. Çак ĕçре чун киленĕçне тупнă вăл. Механизатор пĕр тикĕс йĕрсем хăварса сухалама, темĕн пысăкăш утă-улăм куписене турттарма, çĕрулми йăранĕсем тăрăх кунне çĕршер хутчен каллĕ-маллĕ хутлама, ял çыннисем валли вăрмантан йывăç пĕренесем тиесе килме яланах вăй-хал çитернĕ.

40 çул ытла тăрăшса ĕçленĕ вăл хăйĕн юратнă ĕçĕнче. Техника пĕлĕвĕ аван аталаннăран Гурий Васильевич хуçалăх ертỹçисем патне агрегатсене çĕнетес е модернизацилес ыйтупа, сĕнỹ-канашпа пынă. Чылай шухăшне вара колхозри инженерсем пурнăçа та кĕртнĕ.

Гурий Дмитриев пултаруллă ĕçĕшĕн 1975 çулта "ЧАССР тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. "Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи" паллăна ăна виçĕ хутчен панă (1973, 1974, 1979 ç.ç.), 1981 çулта КПСС Чăваш обкомĕн тата Министрсен Совечĕн Хисеп грамотипе, 1991 çулта "За преобразование Нечерноземья РСФСР" медаль парса чысланă. 1976 çулта вара "Комсомольски районĕн чи лайăх механизаторĕ", 1977 çулта "Районти чи лайăх тракторист" ятсене çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех тăрăшуллă механизатора лайăх ĕçленĕшĕн "Минск" мотоцикл парнеленĕ.

Шел пулин те, 2009 çулта Гурий Васильевич пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Ял халăхĕ ун çинчен ырă сăмахпа çеç аса илет. Эпир унăн пултарулăхĕпе чăннипех те мухтанатпăр.

П.ЗАЙЦЕВ. 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика