18 апреля 2016 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе колхозсен, фермер хуçалăхĕсен ĕçченĕсен хĕрỹ ĕç вăхăчĕ çывхарать. Умра яваплă тапхăр - çураки. Ăна епле йĕркелесе ирттернипе, ака-суха ĕçĕсене мĕнле пурнăçланипе лайăх тупăш илесси тỹрремĕнех çыхăннă. Районти хуçалăхсенче лару-тăру мĕнлерех-ши, акана тухма хатĕр-и? Çак тата ытти ыйтусем çине район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Хадзятович Миннетуллин хуравларĕ.
- Илдус Хадзятович, паян-ыран акана тухмалла. Хуçалăхсем яваплă тапхăра хатĕр-и?
- Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем паян техникăна юсас, вăрлăх ха-тĕрлес, ăна имçамлас, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянса хурас, кадрсене çирĕплетес тĕлĕшпе юлашки ĕçсене тăваççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара эпир ака-суха ĕçĕсене пурнăçлама хатĕр. Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлама механизаторсемпе водительсем çителĕклĕ.
- Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобрени, бензин çителĕклĕ кỹрсе килнĕ-и?
- Апрелĕн 15-мĕшĕ тĕлне 465 тонна çунтармалли-сĕрмелли материал кỹрсе килнĕ, ку палăртнинчен 16 процент ытларах. 30 тонна бензин кирлĕ пулсассăн, халь-лĕхе хуçалăхсенче 25 тонна пур. Палăртнă чухлĕ тухăç илес тесессĕн 1850 тонна удобрени кирлĕ, паянхи куна 1745 тонна туяннă. Планпа палăртнă ĕçсене çак кунсенче пурнăçламаллах.
- Тыр-пул мĕнле çитĕнесси вăрлăхран нумай килет. Паха вăрлăх çителĕклех-ши?
- Хальлĕхе 2642 тонна вăрлăх кондициллĕ (96 процент). Çурхи тĕштырăпа пăрçа йышшисен 205 тонна вăрлăхне имçамланă. Ку енĕпе уйрăмах "Слава картофелю" агрофирма, "Искра" колхоз, Хайртдинов фермер хуçалăхĕ, "Труд" ЯХПК лайăх ĕçлеççĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн вара çурхи культурăсене 11813 гектар çинче çитĕнтерме планлаççĕ.
- Пирĕн тăрăхра çĕр улми çитĕнтерессипе тухăçлă ĕçлеççĕ. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" миçе гектар çинче çитĕнтересшĕн? -
Çĕр улми кашни çулах пысăк тухăçпа савăнтарнине палăртма кăмăллă. Кунта чи малтанах мĕнле вăрлăх акнине, кирлĕ чухлĕ удобрени панине, кăпкалатнине, шăварнине тата çанталăк услови-йĕсене шута илмелле. 2014 çулта асăннă культурăна - 1153 гектар, 2015 çулта 1254 гектар çинче çитĕнтернĕ. Пĕлтĕр кашни гектартан вăтамран 239 центнер пуçтарса илнĕ. "Комсомольские овощи" агрофирмăра гектартан вăтамран 392 центнер илнĕ. Кăçал вара çĕр улмине 1190 гектар лартма планлатпăр. Чи пысăк лаптăк - 300 гектар - "Слава картофелю" агрофирмăра. Çавăн пекех "Дружба", "Рассвет" ЯХПКсенче, "Урожай" колхозра, "Комсомольские овощи" ООО-ра, Самарин фермер хуçалăхĕнче çĕр улмине 100 гектартан кая мар лартма палăртаççĕ. Çавна май хуçалăхсенче çĕр улми вăрлăхне яровизацилеме кăларнă та.
- Илдус Хадзятович, ял хуçалă-хĕнчи ĕçсене пурнăçлама сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Ал-ура çавăрма мĕн пулăшать?
- Ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсене кредит илме май пурри çăмăллăх кỹрет. Палăртса хăвармалла, кредитсем, патшалăх уйăракан субсидисем тĕллевлĕ пулăшу кỹреççĕ. Сăмахран, хуçалăхсем çураки ĕçĕсене пурнăçлама 35 млн тенкĕ илме банксене заявка панă. Хальлĕхе 26 млн тенкĕ илнĕ. Федераципе республика бюджетĕнчен кашни гектар çĕр пуçне уйăракан субсидисем те тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Кăçал патшалăх уйăракан субсидин пĕрремĕш пайĕ - 5341631 тенкĕ - района çитнĕ. Чи малтан хамăра тата патшалăх пулăшасса шанса тăрăшса ĕçлемелле. Пирĕн, ял ĕçченĕсен, пĕр тĕллев - ял хуçалăх продукцине ытларах туса илесси, ăна тупăшлă сутасси. Çакăн пек чухне çеç вăйлăрах аталанма май пулĕ. Умри тĕллевсене вăхăтра пурнăçлар, кĕркунне паха тухăçпа савăнма тĕллев лартар.
Хайртдинов фермер хуçалăхĕн, "Слава" ЯХПК ĕçченĕсем чи малтан пуçласа нумай çул ỹсекен курăксене апатлантарма тухнă. Çавăн пекех вĕсем кĕрхи культурăсене апатлантарма тытăннă тата 180 гектар çĕр сỹреленĕ.
А.ЕФРЕМОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"