18 апреля 2016 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин апрелĕн 14-мĕшĕнче тĕп телеканалсем тата радио урлă халăхпа 14-мĕш хут тỹрĕ калаçу ирттерчĕ.
Çĕршыв пуçлăхĕ валли хатĕрленĕ ыйтусене маларахах йышăнма тытăннă. Вĕсене тĕрлĕ меслетпе - call центра шăнкăравласа, СМС-хыпар ярса, ятарлă сайтра çырса - йышăннă. Кăçал çĕнĕлĕх те ĕçе кĕртнĕ - çынсем ыйтусене социаллă сетьсем урлă, видеопа ỹкерсе те ярса пама пултарнă. 3 сехет те 40 минутра вăл граждансен 80 яхăн ыйтăвне хуравланă. Раççейре пурăнакансем вара пурĕ 3 миллиона яхăн ыйту янă.
Мĕн интереслентерет-ха çынсене? Раççей Президентĕнчен граждансем темĕн пирки те пĕлесшĕн пулнă. Пуринчен ытла пурăнмалли çурт-йĕрпе, коммуналлă хуçалăхпа, çулсен пахалăхĕпе çыхăннă ыйтусем панă. Ытти çĕршысемпе мĕнле хутшăну пулни, социаллă сфера, туризмпа культура, вĕрентỹ темисем те çивĕччисен йышĕнче. Çавăн пекех Раççейре пурăнакансем Президент пурнăçĕпе кăсăкланнă, ачасем те сахал мар ыйту панă.
Источник: "Каçал Ен"