АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Перепиç участокĕсем паллă

15 апреля 2016 г.

 Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне хатĕрленес ĕçсем малалла тăсăлаççĕ. Паянхи куна перепиçе лекекен хушма хуçалăхсен шутне тĕрĕслетнĕ. Комсомольски районĕн территорийĕнче 26 ял хуçалăх предприятийĕ ĕçлет. Çавăнпа пĕрлех ĕçлекен хресчен фермер хуçалăхĕсен шутне тĕрĕслеме палăртнă. Ял тăрăхĕсенче вара ял хуçалăх çĕрĕсен лаптăкĕсене тата вĕсемпе граждансем, предприятисем е хресчен фермер хуçалăхĕсем мĕнле усă курнине тĕрĕслеççĕ.

Перепиç объекчĕсен шутне тĕпе хурса район территорийĕнче инструкторсен 4 участокне йĕркеленĕ, вĕсенче кашнинче 6-шар шутлав участокĕ пулĕ.

Комсомольскинче вырнаçнă инструкторсен участокне Александровка ял поселенийĕнчи Çĕнĕ Александровка, Ахмет, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Хырай Ĕнел ялĕсем, Киров поселокĕ, Комсомольски ял поселенийĕнчи Комсомольски, Çĕнĕ Шăхран, Виçпỹрт ялĕсем кĕнĕ.

Йăлмахвара вырнаçнă инструкторсен участокне Александровка ял тăрăхĕн тепĕр пайĕ (Александровка, Луцки, Кивĕ Сĕнтĕр ялĕсем), Кайнлăк, Хирти Сĕнтĕр, Аслă Çĕрпỹел, Эльпуç ял тăрăхĕсем кĕнĕ.

Асанкасси, Урмаел ял тăрăхĕсем, Чĕчкен, Кĕтне Пасар ялĕсем, Комсомольски ял тăрăхĕн пайĕ (Васильевка, Дубовка, Кĕçĕн Каçал ялĕсем) Урмаелте вырнаçнă инструкторсен участокне кĕнĕ.

Аслă Чурачăкри инструкторсен участокне вара Аслă Чурачăк ялĕ, Тукай, Шурут ял тăрăхĕсем, Хырхĕрри ял тăрăхĕн пайĕ (Хырхĕрри, Хурнай, Вăрманхĕрри Чурачăк, Эткер ялĕсем) кĕнĕ.

Çавăнпа пĕрлех паянхи куна ял хуçалăх перепиçне инструктор пек е переписчик пек хутшăнма кăмăллă граждансене пухас ĕç те малалла пырать. Инструкторсем июнĕн  9-мĕшĕнчен сентябрĕн 3-мĕшĕччен (87 кун), переписчиксем июнĕн 19-мĕшĕнчен августăн 15-мĕшĕччен (58 кун) ĕçлĕç. Пĕр переписчик вăтамран 460 объекта - килти хушма хуçалăхпа хресчен фермер хуçалăхĕсене - çитĕ.

Кандидатсене суйланă вăхăтра перепиçре опыт пур, планшетпа ĕçлеме пĕлекен, ял хуçалăх производстви пирки пĕлекеннисене тата перепиç тапхăрĕнче тĕп ĕçрен пушшисене ĕçе илĕç. Унсăр пуçне çынсемпе хутшăну аван йĕркелеме пĕлекенсене, ырă, çирĕп кăмăллисене тата чăтăмлисене переписчик пулма суйлĕç.

Н.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика