15 апреля 2016 г.
"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илессинче мĕнлерех улшăнусем пур-ши?
(Çыруран).
Социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина хуравлать:
2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнчи "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕсем пирки" 90 №лĕ саккун тăрăх ĕç ветеранĕ ята илме тивĕçлĕ граждансен ушкă-нĕсене палăртнă. Унпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысланисем, республикăра пурăнакан 37,5 çул ĕç стажĕ пур хĕрарăмсем, 42,5 çул ĕç стажĕ пур арçынсем "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçме пултараççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн статусне ỹстерес тĕллевпе, республикăн социаллă тата экономика аталанăвне тỹпе хывнине те шута илеççĕ, çавна май ĕç стажĕн 50 процентне республика территорийĕнче ĕçлесе илмелле.
Пысăк ĕç стажне шута илсе, Атăлçи федераци округĕнчи 14 регионтан 11-шĕнче субъектăн ĕç ветеранĕ ята параççĕ (Тутарстан, Удмурти, Мордови республикисемсĕр пуçне). Паянхи куна Атăлçи федераци округĕн 6 субъектĕнче регионта ĕçлесе илмелли ĕç стажне палăртнă. Киров облаçĕпе Пермь крайĕнче регионта ĕçлесе илнĕ стаж 50 процентран кая мар пулмалла, Саратов облаçĕнче - 57 процент, Пензăра - 66 процент, Ульяновскра - 75 процент, Самарта - 100 процент.
Унсăр пуçне йĕркене пăснипе ĕçрен хăтарнисем валли "Ĕç ветеранĕ" ята илме чарусем палăртнă (хăйсен тивĕçĕсене тăтăшах кирлĕ пек пурнăçламаншăн, ĕçе тухманшăн, ỹсĕр килнĕшĕн, ĕçре вăрланăшăн).
Асăннă хисеплĕ ята пенсие тухсан е пенсие тухма вăхăт çитсен илме май пур.
"Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята пама çỹлерех асăннă пунктсене шута илме республикăра пурăнакансенчен нумай сĕнỹ килнĕ. "Ĕç ветеранĕ" ята илме заявлени панисенчен 1,5 проценчĕ çеç ĕç стажне республика тулашĕнче ĕçлесе илнĕ.
Аса илтеретпĕр: Байкал-Амур чугун çулне тунă, çĕнĕ çĕрсем уçнă çĕре е тата ытти комсомол стройкисене хутшăннисем, аслă вĕренỹ учрежденийĕ хыççăн направленипе республика тулашне ĕçлеме янисем каялла таврăнса Чăваш Ен территорийĕнче ĕç стажне ĕçлесе илме пултарнă.
Источник: "Каçал Ен"