15 апреля 2016 г.
ПАРТИН малтанхи сасăлавĕн кунĕ -майăн 22-мĕшĕ - çывхарса килнĕ май, "Единая Россия" пирки калаçакансем те нумайланчĕç. Çапах та ыйтусем çав-çавах нумай-ха. Малтанхи сасăлав -çĕнĕ ĕç, ăна эпир хăнăхса çитмен-ха. Сасăлав пирки тĕплĕнрех каласа пама эпир "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн ертỹçинчен Николай МАЛОВРАН ыйтрăмăр.
- Николай Владимирович, "Единая Россия" ирттерекен "праймериз" мĕне пĕлтернине пирĕн вулакансене ăнлантарса параймăр-ши?
- "Праймериз" - америка политикин лексиконĕнчен илнĕ сăмах. Тепĕр чух кĕскетсе çапла та калаççĕ, анчах та тĕрĕсрех "партин малтанхи сасăлавĕ" тесен лайăхрах. Эпĕ вырăс чĕлхине юрататăп, çавăнпа та ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсене килĕштерсех каймастăп.
- Шута илĕпĕр. Çапах та мĕнре-ха ун "тĕшши"?
- "Единая Россия" партин Уставĕ çак процеса пĕртен-пĕр тĕллевпе ирттерет: малтанхи тапхăрта конкретлă территорире хамăр çынсемпе плансемпе программăсене сỹтсе явмалла, унтан сасăлав меслечĕпе кандидатсенчен чи лайăххисене суйласа илмелле. Çапла туса эпир темиçе тĕллеве пурнăçлатпăр. Çынсем кандидатсемпе тата вĕсен программисемпе маларах паллашаççĕ. Кандидатсем суйлав умĕн хăйне евĕр репетици витĕр тухаççĕ. Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх парти лайăххисен хушшинчен чи лайăххине суйласа илет. Çапла вара, суйлав ирттересси те çăмăлланать, унăн тĕллевĕ уçăмлăн палăрать. Ăнсăртран çакланнă çынсем депутат пулма пултараймаççĕ.
- Рударан ылтăн пĕрчисене суйласа илнĕ пек-и?
- Кун пек калама та юрать. Çапах та эпĕ, çĕнтерỹçĕсемпе танлаштарсан, сахалрах сасă пухнă кандидатсене "пушă порода" темен пулăттăм. Вĕсем - пирĕн кадрсен резервĕнче, идейăсемпе ăслă шухăшсен çăлкуçне вăй парса тăракансем. Вĕсем - пирĕнпе пĕр шухăшлă çынсем, соратниксем. Парти этикин нормисемпе килĕшỹллĕн, суйлав кăтартăвĕсене пĕлтернĕ хыççăн пурин те çĕнтерỹçе пулăшса пымалла. Эпир пурте пĕр ĕç тăватпăр вĕт-ха. Эпир - пĕр команда. "Единая Россия" команди.
- Питĕ лайăх! Команда пур тейĕпĕр. Пирĕн, суйлавçăсен, чи лайăххисене суйласа илмелле. Анчах та вĕсене мĕнле танлаштарса пăхмалла-ха?
- Чăн малтанах, пирĕн кандидатсем суйлавçăсемпе тĕлпулусем ирттереççĕ, хăйсен программисене хатĕрлеççĕ, агитаци материалĕсем кăлараççĕ. Вĕсем икĕ хутран кая мар халăх умĕнче дебат йĕркелĕç. Çак дебата - уçă калаçăва - телевиденипе тата Интернет сетĕнче трансляцилĕç.
- "Ахаль" суйлавран уйрăмлăхĕ мĕнре-ши?
- Суйлавра тĕрлĕ политика вăйĕсем кĕрешеççĕ пулсан, кунта эсир пĕр партин - "Единая Россиян" кандидачĕсемпе çеç паллашатăр.
- Кам, ăçта, хăçан сасăлĕ?
- Чăваш Енре пурăнакансем пурте - 18 çул тултарнисем тата аслăраххисем. Вĕсем сасăламалли шутлав участокĕсене килме пултараççĕ. Уйрăмлăхĕ çакăнта çеç: ĕçлекен суйлав участокĕсенчен 20 проценчĕ суйлавçăсене йышăнĕ. Республикăра вĕсем пурĕ 236 пулĕç. Сирĕн участокăр ăçта вырнаçнине Интернетри пирĕн http://chuvash.er.ru сайт урлă е партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕнче пĕлме пулать.
Малтанхи сасăлав майăн 22-мĕшĕнче, 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен иртет.
Чи нумай сасă пуçтарнă кандидатсем малалла кĕрешме пултарĕç. Патшалăх Думине суйланма камсене шанас ыйтăва "Единая Россия" партин съезчĕ татса парĕ.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсене республикăри конференци çирĕплетĕ.
- Массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Эсир те хăвăрăн кандидатурăра РФ Патшалăх Думине суйлама тăратнă?
- Çапла, мана пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе малтанхи сасăлава хутшăнма регистрациленĕ. Çакна эпĕ партин питех те яваплă порученийĕ тесе шутлатăп.
- Пурĕ миçе çынна регистрациленĕ-ши?
- РФ Патшалăх Думине суйлама Чăваш Республикине пĕр мандатлă икĕ суйлав округĕ çине пайланă: 37-мĕш Канаш тата 38-мĕш Шупашкар суйлав округĕсем. Кунсăр пуçне, депутатсен пĕр пайне парти списокĕпе суйлаççĕ. Канаш округне партин малтанхи сасăлавне хутшăнма - 19, Шупашкар округĕпе - 16, парти списокĕпе 24 çын кăмăл тунă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн суйлавĕ пĕр мандатлă 22 округпа тата парти списокĕпе иртет. Унта хутшăнма кăмăл тунисем 100 çынран та иртрĕç.
"Единая Россия" партин - вăйлă команда. Çынсен чи ти-вĕçлисене суйласа илме майсем çителĕклĕ.
Эпĕ республикăра пурăнакансене пурне те майăн 22-мĕшĕнче суйлав участокĕсене пырса тивĕçлисемшĕн хăвăрăн сассăра пама чĕнетĕп. Пирĕншĕн кашни сасă хаклă!
Игорь СЕЛЕЗНЕВ ыйтса пĕлнĕ.
Источник: "Каçал Ен"