15 апреля 2016 г.
Чăваш Республикинче апрелĕн 15-16-мĕшĕсенче руль умне ỹсĕрле ларнă водительсене тупса палăртас енĕпе "Ỹсĕр водитель" рейд иртет.
Йĕрке çирĕп ыйтсан та, штрафсем ỹсни те, водитель прависĕр тăрса юлни те çынсене шиклентермест. Эрех ĕçнĕскерсем çав-çавах руль умне ларма пăрахмаççĕ, инкеке лекеççĕ. Хăйсене çеç мар, ыттисене те шар кăтартаççĕ. Çул çинче яланах тимлĕ пулăр, эрех ĕçсен çула ан тухăр. Сăмахран, январь- март уйăхĕсенче рейд вăхăтĕнче çеç эрех ĕçнĕ 10 водителе тытса чарнă, явап тыттарнă.
Н.РАЙКОВ,
районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"