15 апреля 2016 г.
Раççейре ĕç укçин чи пĕчĕк виçине пысăклатасшăн. Ку виçене 21 процент хăпартма палăртнă.
РФ Правительствинче саккун проектне ырланă. Кун пирки "Раççей хаçатĕнче" пĕлтереççĕ. Халĕ ĕç укçин чи пĕчĕк виçи (МРОТ) 6204 тенкĕпе танлашать. Саккун проекчĕ вара ку виçене 1296 тенкĕ ỹстерме сĕнет.
Çапла кăçалхи утă уйăхĕнчен пуçласа ăна 7500 тенкĕпе танлаштарма сĕннĕ. Çапла майпа утă уйăхĕнчен МРОТ Чăваш Енре, Раççейри пекех, 20,9 процент ỹсме пултарать. Ку виçе ỹсĕ-и е çук-и - саккун проектне йышăннипе йышăнманнинчен килет.
Источник: "Каçал Ен"