15 апреля 2016 г.
Информкунра çак темăсене сỹтсе явма палăртнă:
- граждансене кăçал социаллă пулăшу парасси;
- экологи субботникĕсем, Йывăç кунĕн çурхи тапхăрне, ялсене, çулсемпе çул хĕррисене, масарсене тирпей-илем кĕртессине йĕркелесси çинчен;
- Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çитнĕ ятпа меро-приятисем йĕркелесси;
- çурхи ял хуçалăх ĕçĕсем епле пыни.
Кунсăр пуçне "Çуркунне - 2016" уйăхлăхра ял хуçалăх продукцине сутассине, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнассине сỹтсе яваççĕ, ял çыннисене хумхантаракан ыйтусене уçăмлатаççĕ.
Пирĕн района Информаци кунне ирттерме Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов ертсе пыракан ушкăн килет. Информушкăнсем районти ял тăрăхĕсене, ĕç коллективĕсене çитĕç. Ял çыннисем унта хутшăнса хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Унпа пĕрлех район администрацине йышăнăва та килме май пур.
Источник: "Каçал Ен"