15 апреля 2016 г.
Апрелĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă.
Калаçу вăхăтĕнче Михаил Игнатьев республикăри çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула ял хуçалăх отраслĕнче кăтартусем çулран-çул ỹссех пынине пĕлтернĕ. Пĕлтĕр ял хуçалăх отраслĕнчи ỹсĕм 7,9 процента çитнĕ. "Çитес икĕ çулта регионта пушă выртакан усă курман çĕр лаптăкĕсене пĕтĕмпех пусă çаврăнăшне кĕртме тĕллев лартнă", - тесе каланă Михаил Игнатьев. "Чăваш Енри ял хуçалăхне аталантарма укçа-тенкĕ туллин куçать. Эсир яланах РФ Ял хуçалăх министерствине шанма пултаратăр. Эпир те Сире, Чăваш Ене ĕненетпĕр, шăпах та Сирĕн çине тайăнатпăр", - тенĕ Александр Ткачев.
Источник: "Каçал Ен"