АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ăрусен астăвăмĕ" конкурс

12 апреля 2016 г.

 Çĕнтерỹ кунĕ - Раççейри кашни çыншăнах уйрăмах пысăк уяв. Çĕнтерỹ мухтавлăхĕ тата пысăк çухату çĕршыври кашни çемьенех пырса тивнĕ. 2016 çулта çĕршыв Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 71 çул çитнине уявлать. Совет халăхĕн ĕç тата çар мухтавĕ вилĕмсĕр. Вăрçă тĕрлĕ ăру тата наци çыннисен, арçынсемпе хĕрарăмсен тата ачасен те, патриотла çĕкленĕвне, хавхаланăвне палăртса историре асра юлать.

Районти "Çĕр тата халăх" музейĕ граждансен активлăхне ỹстерес, историллĕ традицисене, ăрусен çыхăнăвне сыхласа хăварас тĕлĕшпе "Ăрусен астăвăмĕ" конкурс ирттерет.

Конкурса районта пурăнакан кашни çынах хутшăнма пултарать.

Конкурса тăратнă ĕçсене çак категорисенче пăхса тухаççĕ:

- 7 - 10 çулхисем;

- 11 - 13 çулхисем;

- 14 - 17 çулхисем;

- аслăрах çулхисем.

Конкурс кăçалхи апрелĕн 11-мĕшĕнчен майăн 31-мĕшĕччен иртет.

"Тыл ĕçченĕсен, вăрçă ачисен паттăрлăхĕ", "Пурне те ятран асăнар" номинацисенчи ĕçсене мультимедиа мелĕпе, видеороликсемпе, текст çумне ăнлантарса хушса çырнисемпе, файл папкисемпе çирĕплетмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика