12 апреля 2016 г.
Этем пĕрремĕш хут тĕнче уçлăхне вĕçнĕренпе кăçал 55 çул çитрĕ. 1961 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче Совет Союзĕн гражданинĕ Юрий Гагарин космос ĕмĕрне уçнă. Унтанпа уçлăха нумай-нумай космонавт çĕкленчĕ. Чăваш халăхĕн виçĕ ывăлĕ те - Андриян Николаев, Николай Бударинпа Муса Манаров - вĕçсĕр-хĕрсĕр тинĕсре çăлтăрсен ытамĕнче пулчĕç, космоса парăнтарчĕç.
Космонавтсем çинчен эпир лайăх пĕлетпĕр, космос карапĕсене пуçтаракансем, вĕсене вĕçеве хатĕрлекенсем пирки вара питех те сахал илтнĕ. Çав вăхăтрах Комсомольскисен Байконур космодромĕнче ĕçлесе пурăннă тивĕçлипех мăнаçланмалли ентешĕ пур. Тĕнчипе паллă космодрома чăваш каччи епле лекни кăсăклантарать-и, вулаканăм? Çак статьяра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленсен икĕ çултан Хырай Ĕнел ялĕнче кун çути курнă Вячеслав Родионов çинчен каласа парас килет.
Шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн Вячеслав Родионов Караганда облаçĕнчи Шахтинск хулинче автомеханик специальноçне алла илнĕ. Унăн çар служби Ленинск-6 хулинче (Байконурта) иртнĕ. Киле таврăнма вăхăт çитеспе маттур, ĕçчен, тавçăруллă салтака унтах ĕçлеме юлма сĕннĕ. Килĕшнĕ каччă, Байконурта инженер-механикра ĕçлеме пикеннĕ. Вячеслав Николаевич çак утăма тунăшăн нихăçан та ỹкĕнмен пуль тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен çĕршывăн космос индустрийĕн чĕринче ĕçлеме пурне те шăпа пỹрмест-çке. Ентешĕмĕр юратнă ĕçне хăйĕн пурнăçĕн 26 çулне панă, стационарлă установкăсен начальникĕнче тата ракетăсене вĕçтерсе яракан площадкăсенче инженерта ĕçленĕ.
"Ракетăсен тытăмне пилĕк пỹрнене пĕлнĕ пекех пĕлетĕр ĕнтĕ Эсир", - тесен Вячеслав Николаевич çапла хуравлать: "Тĕп-тĕрĕс. Эпĕ çĕр айĕнче пиллĕкмĕш хутра ĕçленĕ. Пирĕн ĕçре вак-тĕвек çук, йăнăш тума юраман, пурте çĕршыв хăвачĕпе тата çын пурнăçĕпе çыхăннă-çке. Пĕр-пĕр устройство ĕçĕнче мĕнле те пулин кăлтăк сиксе тухсан "Халех Родионова тупса килĕр!" тесе команда панă. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чупса çитеттĕм, урăхла пулма та пултарайман. "Энергия" ракетăна тата "Буран" карапа хатĕрлеме тата вĕçтерсе яма хутшăнни манăн асăмра ĕмĕрлĕхех юлчĕç".
Ракетăпа карап кирлĕ пек вĕçсе кайнă, "Буран" каялла аван анса ларнă. 1975 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче пирĕн "Союз" тата АПШăн "Аполлон" космос карапĕсене пĕрле вĕçтернĕ. Çак историллĕ пулăма та хутшăннă чăваш каччи. Унăн ĕçне çĕршыв тивĕçлипех хакланă, Вячеслав Николаевичăн тĕрлĕ награда нумай, "Строитель Байконура", "Ветеран космодрома Байконур" паллăсем те çемье архивĕнче тирпейлĕ упранаççĕ.
Ĕç вăхăтĕнче совет тата ют çĕршывсен нумай космонавчĕпе тĕл пулса калаçма тỹр килнĕ инженерăн. Унăн коллекцийĕнче космос паттăрĕсен автографĕсем, сăнỹкерчĕкĕсем йышлă. Паллах, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕпе, А.Г. Николаев летчик-космонавтпа, пĕрре мар курса калаçнă, ентешĕ кунта ĕçлеме тивĕçнĕшĕн Андриян Григорьевич чунтан савăннă.
Ывăлне, тетĕшне тата унăн çемйине курма Байконура Вячеславăн ашшĕ, Николай Иванович, йăмăкĕсемпе шăллĕсем пĕрре мар кайса килнĕ. Хырай Ĕнел каччи пурнăç юлташне те çавăнтах тупнă. Мăшăрĕ, Екатерина Гавриловна, медицина ĕçченĕ. Вĕсем ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Родионовсем Кемерово облаçĕнчи Киселевск хулинче пурăнаççĕ.
Çавăн пек тарăн ăс-тăнлă, ăста, маттур, анлă тавракурăмлă ывăлсем лăпкаса ỹстернĕ Каçал çĕрĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"