12 апреля 2016 г.
Ĕç тата ĕçпе тивĕçтерессипе ĕçлекен федераллă служба "Раççейре - ĕç" www.trudvsem.ru адреспа Пĕтĕм Раççейри вакансисен бази ĕçленине пĕлтерет.
Информаци базине Раççейри пур регионсенчи ĕç центрĕсен пур отраслĕ, специальноçсем кĕнĕ. Ĕç шыракансем хăйсене килĕшекен регионсенче ĕç тупма пултараççĕ. Порталта Раççей субъекчĕсенчи социаллă тата экономикăллă лару-тăру мĕнлипе те паллашма пулать.
Кашни ĕç паракана тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, вăл ултавçă ан пултăр, ĕç законодательствине пăхăнтăр теççĕ.
Пĕтĕм Раççейри вакансисен бази вăл:
- меллĕ те ансат вакансисем шырани;
- кашни регионтах вакансисем тулли те шанчăклă пулмалла;
- ĕç вырăнне çывăх пурăнмалли вырăн;
- резюмене хăвăрт та çăмăллăн вырнаçтарма пулни;
- ĕç паракансем шанчăкли.
К.КОКШИН,
директор.
Источник: "Каçал Ен"