12 апреля 2016 г.
Шупашкар хулинчи Я.Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче апрелĕн 9-мĕшĕнче "Кĕтне" ентешлĕхĕн черетлĕ уявĕ пулчĕ. Ăна Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне халалланă. Уява пирĕн тăрăхра çуралса ỹссе халь тĕп хуламăрта пурăнакансем те, районта тĕпленнисем те йышлăн пухăнчĕç. Ара, çакăн пек тĕлпулусенче тахçантанпах курман тантăш-пĕлĕшсемпе курса калаçма питĕ меллĕ-çке.
Культура керменĕн фойинче вара тĕрлĕ курав йĕркеленĕ. Кунта Комсомольскинчи "Кооператор" производство комбиначĕ, çăкăр завочĕ кăларакан апат-çимĕçе, "Молцентрăн" сĕт-çу юр-варне, Кипеçри сыр цехĕ кăларакан тавара, "Слава картофелю" агрофирма, "Госсорткомиссия" ФГБУн Комсомольски районĕнчи филиалĕ ỹстернĕ тĕрлĕ сортлă пахчаçимĕçпе тырпула, хурт-хăмăр кантурĕн пылне курма, килĕшнисене туянма та май пулчĕ.
Я.Ухсай ячĕллĕ керменĕн хăтлă залне пуçтарăннисене "Кĕтне" ентешлĕх председателĕ Валери Туркай, Комсомольски районĕн, район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов саламларĕç. Сцена çине уява килнĕ хăнасем пĕрин хыççăн тепри тухрĕç, Каçал тăрăхĕнче çуралса ỹснисене саламларĕç. Вĕсем хушшинче - "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хулин мэрĕ Леонид Черкесов, республикăри ытти ентешлĕхсен ертỹçисем.
Паллă ентешĕмĕре, фольклориста, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченне, Раççей правительствин "Душа России" премийĕн, пĕтĕм тĕнчери фольклор фестивалĕсен лауреатне, çак кунсенче 70 çул тултарнă Зинаида Козловăна та сцена çине кăларсах чысларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин чăваш халăх поэтне Валери Туркая Куçма Турхан ячĕллĕ премие парса чысларĕ. Çак премие пуçласа илекенĕ пулчĕ Валерий Владимирович, ăна чаплă çыравçă К.С.Турхан 100 çул тултарнă ятпа туса хунă. Район аталанăвне, ентешлĕх уявне йĕркелеме пулăшнă хастарсем те тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.
Кану каçне концерт программи малалла тăсрĕ. Ăна питĕ тулли те тĕрлĕ енлĕ йĕркеленĕрен вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Каçал çĕрĕ паллă тата пултаруллă, талантлă çынсемпе пуян пулнине тепĕр хут курса ĕненме пулчĕ. "Каçал", "Кубняночка" ансамбльсем, районти ачасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем савăк та çĕкленỹллĕ кăмăл парнелерĕç. Хамăр районта çуралса ỹснĕ эстрада юрăçисем Светлана Печникова, Ольга Лукова, Оксана Ласточкина та хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"