АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Литературăпа поэзи каçĕ

08 апреля 2016 г.

Республикăри Наци библиотеки çулталăк кĕнекине палăртма "Литературăллă Чăваш Ен" конкурс ирттернĕ тапхăра халалласа районти тĕп библиотекăра паллă публицист-прозаикпа Геннадий Максимовпа, Светлана Гордеева тата Елена Светлая поэтессăсемпе литературăпа поэзи каçĕ иртрĕ.

Асăннă мероприятие тĕп библиотека директорĕ Инна Ядрова уçрĕ.

Районти тĕп библиотекăн библиографĕ Антонина Волкова культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, журналистсен Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕн, Профессионал писательсен союзĕн председател ĕн Г.А.Максимовăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Валентина Боровкова библиотекарь Г.Максимовăн "Вăхăта парăнман юрату" кĕнеки тăрăх хатĕрленĕ буктрейлерпа паллаштарчĕ. Кĕнеке "Литературăллă Чăваш Ен. Чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурса хутшăнать. Асăннă кĕнеке 2014 çулта пичетленсе тухнă. Кĕнекери геройсем вулакана тыткăнлаççĕ, ĕлĕкхи тата хальхи пурнăç çине çаврăнса пăхма хушаççĕ, ырă ĕçсем тума хавхалантараççĕ тата хальхи вăхăтăн пулăмĕсене уçса параççĕ.

Çыравçă хăйĕн малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ, вулакансен ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕ.

Малалла вара çак мероприятие хутшăнакансем поэзи ытамне кĕрсе ỹкрĕç.

Светлана Гордеева - 2010 çултанпа Российăри Писательсен союзĕн членĕ. Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекисен "Пегасик - 2011" конкурсĕнче вăл 1-мĕш вырăн йышăннă. "Литературăллă Чăваш Ен. Чи лайăх вуланакан кĕнеке - 2008" кĕнекесен конкурсĕнче ача-пăча валли çырнă "Верить в чудеса" кĕнеки 2-мĕш вырăн йышăннă, "Веселая карусель" кĕнеки "Литературăллă Чăваш Ен. Чи лайăх вуланакан кĕнеке - 2012" конкурсра çĕнтернĕ. Вăл ачасем валли чылай çырать. Вулакансем унăн çутçанталăк тата Çĕнтерỹ çинчен çырнă сăввисене ăшшăн йышăнчĕç. Кăçал вара конкурса "Корзинка с грибами. Карçинккари кăмпасем" хутшăнать. Асăннă кĕнекери сăвăсемпе те паллаштарчĕ поэтесса ачасене. Каласа хăвармалла: Светлана Гордеевăпа Елена Светлая ача-пăча библиотекинче Асанкасси шкулĕнчен килнĕ 2-4-мĕш классенче вĕренекенсемпе, вĕрентекенсемпе, библиотекарьсемпе те тĕл пулчĕç. Светлана Денисовна ачасем валли сăвă çырнисĕр пуçне тата ỹкерет те. Сăвăç хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, кĕнекисене кĕнĕ сăввисене вуларĕ.

Елена Светлая - юптару, юмах, сăвă авторĕ те, актриса, Пĕтĕм тĕнчери тата Российăри фестивальсене хутшăнать, Чăваш Республикин Профессионал писательсен союзĕн членĕ, ача-пăча валли те, çитĕннисем валли те çырать, авторăн ултă кĕнеке тухнă. "Литературăллă Чăваш Ен" конкурса унăн "Мысли вслух" е "Правда жизни" кĕнеки хутшăнать. Ачасем унăн сăввисемпе юптарăвĕсене питĕ кăмăллăн йышăнчĕç.

Мероприяти вĕçĕнче çыравçăсемпе ачасем, унта хутшăнакансем пурте пĕрле сăн ỹкерттерчĕç. Ачасем çыравçă, ỹнерçĕ пуласси çинчен ыйтусем пачĕç тата ытти нумай ыйтусем çине те тулли хуравсем илчĕç.

Ачасем те поэтессăсем умĕнче парăмра юлмарĕç, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Юлашкинчен çыравçăсем библиотекăна хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

Тĕлпулу вулакансен чунĕсенче çутă йĕр хăварчĕ.

А.ВОЛКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика