08 апреля 2016 г.
Французсен паллă моралисчĕ Жан де Лабрюйер каланă тăрăх, "Сывлăха çынсем пуринчен ытла сыхласчĕ теççĕ, анчах пуринчен те сахалрах упраççĕ". Шел пулин те, çак каларăшпа тавлашма çук, çынсем тухтăрсем патне ыратма пуçласан çеç утнă тĕслĕх сахал мар, хăшне-пĕрне диспансеризаци витĕр тухма та йăлăнсах ыйтмалла. Этемшĕн вара сывлăхран хакли нимĕн те çук...
Кашни çĕршывра, кашни халăхăн сывлăх проблемисем пур, чире вара тĕнчипех куçса çỹреме нимĕн те чăрмантармасть. Сывлăх сыхлавĕнче сиксе тухакан ыйтусене пурте пĕрле пĕтерес, çĕнĕ пĕлỹсемпе тата технологисемпе пĕр-пĕрне паллаштарас, тĕрлĕ эпидемисем çуралакан çĕршывсене пулăшас тĕллевпе 1948 çулта Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацине туса хунă. Халĕ çак организацире 200 ытла çĕршыв, штаб-хваттерĕ Женева хулинче вырнаçнă. Асăннă организацире кашни çулах сывлăх сыхлавĕпе пĕтĕм тĕнчери ассамблейăсем иртеççĕ, кунта пĕтĕм çĕршывăн представителĕсем тухса калаçаççĕ, çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ. Çав çулах июлĕн 22-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунне уявлама йышăннă, 1949 çулта çак куна апрелĕн 7-мĕшне куçарнă. Асăннă куна сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине пропагандăлас, патшалăхпа тĕрлĕ фондсене чирсене тĕпчеме инвестицисем куçарма явăçтарас, сывлăх мĕн тери хаклă пулнине çынсене ăнлантарас тĕллевпе пуçарса янă. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕ кашни çулах ятарлă девизпа иртет. 2015 çулта "Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕ" тема суйланă пулсассăн, 2016 çула "Диабета çĕнтеретпĕр" девиза палăртнă.
Сахăр диабечĕн темине ахальтен суйласа илмен. Юлашки çулсенче сахăр диабечĕпе чирлекенсен йышĕ ỹссех пырать. Раççейре те 2014 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3964889 çынна регистрациленĕ. Вĕсенчен 339360-шĕ диабетăн 1-мĕш типĕпе чирлĕ (20373-шĕ - ачасем, 10038 - çул çитменнисем, 308949 - аслисем). 2-мĕш типлă сахăр диабечĕпе чирлекенсен шучĕ 3625529-па танлашнă, вĕсенчен 409-шĕ - ачасем, çул çитменнисем - 342-ĕн, ыттисем - аслисем. Пĕтĕм тĕнчери диабет федерацийĕ палăртнă тăрăх, регистрацилемен диабетиксен шучĕ 12 миллионран та иртсе кайнă. Пĕрремĕш хутчен диабет пирки пирĕн эрăччен 1500 çул каяллах асăнса хăварни пал-лă. 1921 çулччен, инсулина тупиччен, диабетран диетăпа çеç сипленме май пулнă. Пирĕн тăрăхри лару-тăру пирки, диабет тĕслĕхĕсем тата унпа мĕнле пурăнмалли (диабет - сипленмен чирсем хушшинче) çинчен ыйтса пĕлме районти тĕп больницăн эндокринологĕпе Валентина Федоровăпа тĕл пулса калаçрăм.
- "Сахăр диабечĕ" терминпа юнри сахăр (глюкоза) шайĕ ỹснипе пулакан темиçе чире палăртаççĕ. Çав шутра - 1 тата 2 типлă диабетсем, хĕрарăм ача кĕтнĕ тапхăрта аталанакан гестационлă диабет. Ачалăхра тата çамрăклăхра (ытларах чухне 30 çула çитиччен), тĕпрен илсен, 1-мĕш типлă диабет аталанать. Унăн паллисем: час-часах ĕçес килет, шăма нумай хăвалать, хăвăрт ывăнтарать, кĕлетке виçи чакать... Сывласа кăларнă чухне ацетон шăрши кĕрет. Çак тĕслĕхсене туйсан тỹрех тухтăр патне каймалла, диабет чирĕ пулсан инсулинпа сипленме пикенмелле. Мĕншĕн инсулинпа сипленмелле-ха? Пирĕн организмăн кашни клетки глюкозăран энерги илет, çынна пурăнма, ĕçлеме, вĕренме те энерги кирлĕ. Глюкоза вара клеткăна инсулинсăр кĕреймест, вăл клеткăн рецепторĕсене çăраççи евĕр уçса унта глюкозăна кĕме май парать. Инсулин - хырăмлăх парĕнчен тухакан гормон (урăхла каласан бета-клетка). Инсулинсăр глюкоза клеткăсене кĕреймест, юнрах юлать, çавна пула сахăр шайĕ ỹссех пырать. 1 типлă диабет чухне инсулин кăларакан клеткăсем вилеççĕ, çавăнпа та диабетăн çак тĕсне инсулинпа сиплеççĕ.
40-50 çулсенчен аслăрах çынсем ытларах сахăр диабечĕн 2-мĕш тĕсĕпе аптраççĕ. Чылай чухне çăвар та типмест, шăк та тăтăш тухса аптратмасть. Уйрăмлăхсем - вăй-хал пĕтĕмĕшле чакни, астуса юласси япăхни, пуç çаврăнни, юн пусăмĕ ỹсни. Час-часах юнри глюкоза шайĕ ỹснине пациент тухтăр патне профилактика тĕрĕслевне е куç çивĕчлĕхĕ чакнипе, урисем ыратнипе, сурана япăх ỹт илнипе, пỹрлĕ шатра тертлентернипе пырсан ăнсăртран палăртаççĕ. Асăннă типлă сахăр диабечĕ - ултавлă чир. Вăл вăрттăн, сисмелле мар килет, хăшĕ-пĕрисен 2-3 çул хушши аталанма пултарать.
Пирĕн районта вара 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 553 çын учетра тăрать. Вĕсенчен 20-шĕ 1 типлă диабет чирĕпе аптăрать (3-шĕ - ачасем), ыттисем - 2 типлă сахăр диабечĕпе чирлисем. Кун йышши диабет анлă сарăлнине кура профилактика ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак тĕллевпе хăрушлăх ушкăнĕсене палăртаççĕ. 2 типлă диабет аталанас хăрушлăх ушкăнĕсене çаксем кĕреççĕ: çывăх тăванĕсем хушшинче диабетпа чирлĕ çынсем пуррисем, 45 çултан иртнисем, 4 килограмран йывăртарах ача çуратнă хĕрарăмсем, кĕлетке виçи ытлашши, сахал хускалакан, юн пусăмĕ ртуть юпин 140/90 миллиметрĕнчен ытларах ỹсекен, инфаркт, инсульт чăтса ирттернĕ çынсем. Этем, паллах, çулĕсен ỹсĕмне чарса лартаймасть. Анчах пурнăç йĕркине улăштарма, сиенлĕ йăларан сивĕнме, çапла майпа чир аталанас хăрушлăха чакарма пултарать. Хăрушлăх ушкăнне кĕрекен çынсен кашни çул юнри сахăр шайне тĕрĕслеттерме анализ памалла. Профилактикăра тĕрĕс апатланни пысăк вырăн йышăнать. Сывлăха упрама вăй-хал ĕçĕ пулăшĕ. Мышцăсем час-часах хутланса тăсăлнă чухне энергие сахăртан (глюкозăран) илеççĕ. Хускану хăнăхтарăвĕсем клеткăсем инсулина туяссине лайăхлатаççĕ, ку вара юнри сахăр шайне чакарать. Çак лару-тăрура организма глюкозăна юнран клеткăсене куçарма инсулин сахалтарах кирлĕ. Физкультура занятийĕсене эрнере темиçе кун сахалран та 30-шар минут ирттермелле. Кĕлетке виçине чакарма тата виçере тытса тăма кашни кун 2-3 çухрăм çуран утмалла.
Аса илтерем-ха: Сывлăх центрĕсенче кашниех тỹлевсĕр юн анализĕ пама, япаласен ылмашăвĕн кăтартăвĕсем, çав шутра юнри холестеринпа глюкоза шайĕ мĕнле пулнине, сахăр диабечĕпе ытти эндокрин чирĕсен хăрушлăхĕ пуррипе çуккине пĕлме пултарать. Çак тĕллевпе участока е пĕтĕмĕшле практика врачĕсем патне кайма та пулать. Чире иртерех палăртни тата сипленме пуçлани пурнăç пахалăхĕ мĕнле пулассипе тачă çыхăннă. Сывлăх еплерех пуласси хăвăртан нумай килет. Сахăр диабечĕ диагноз лартнă çынсене чирĕ çинчен ытларах пĕлме тата унпа ăнăçлă кĕрешме вĕрентекен Сывлăх шкулĕн е Сахăр диабетикĕн харпăр хăйне контроллемелли шкулĕн занятийĕсене çỹреме сĕнетĕп, - терĕ Валентина Николаевна.
Н.БЕЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"