08 апреля 2016 г.
Нумаях пулмасть Чăваш Патшалăх филармонийĕнче ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Отрасльте тăрăшакансене пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе Алла Самойлова министр паллаштарнă. Вăл юлашки çулсенче демографи лару-тăрăвĕ аванланнине палăртса хăварнă. Тĕслĕхрен, 2015 çулта вăл 1 пин çын пуçне 0,7 цифрăпа танлашнă, 2014 çулхи кăтартуран та иртсе кайнă. 2014 çултанпа пĕтĕмĕшле вилеслĕх чакни те савăнтарать, 1 пин çын пуçне 13,1 тивет. Асăннă кăтартусемпе Чăваш Республики Атăлçи федераллă округри малти виçĕ регион хушшинче çирĕпленнĕ. Çавăнпа пĕрлех юлашки çулсенче Чăваш Республики ачасен вилеслĕхĕ чакса пынипе те РФ регионĕсем хушшинче малтисен йышĕнче.
- Чирлекенсен тата вилекенсен шучĕ чакнин никĕсĕнче сывă пурнăç йĕркине тытса пыни тăрать. Паянхи куна республикăра пурăнакансен 38 проценчĕ физкультурăпа спорта тĕпе хурса пурăнать, - палăртса хăварнă министр.
Çавăнпа пĕрлех Алла Владимировна 2016 çулта Республикăри клиникăпа онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусĕ хута кайнине асăнса хăварнă. Унсăр пуçне республикăра çитес çулсенче модульлĕ фельдшерпа акушер 50 пунктне хăпартма палăртнă.
Ларура чи пуçаруллă та яваплă тухтăрсене, медицина сестрисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин, ЧР Патшалăх Канашĕн, "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн Хисеп грамотисемпе тата ытти наградăсемпе чысланă. Çак йышра пирĕн ентеш те пурри савăнтарать. Комсомольски районĕн тĕп больницин участок педиатрĕ Тамара Еремеева нумай çул медицинăра чунне парса ĕçленĕшĕн, ĕçри хастарлăхшăн, хăйĕн тивĕçне чăн-чăн яваплăхпа пурнăçланăшăн Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ. Вăл район больницинче 1986 çултанпа ачасене сывă ỹсме пулăшас тĕлĕшпе ырми-канми тăрăшать. Унăн участокĕнче 800-е яхăн ача учетра тăрать. Пациентсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хăйсен тухтăрĕпе кăмăллă. Ара, вăл вĕсене эмелпе кăна мар, ырă сăмахпа, чун ăшшипе те сиплет-çке. Тамара Васильевнăна сумлă наградăпа чун-чĕререн саламлатпăр, малашнехи ĕçре те ăнăçу сунатпăр.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"