АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек ан пултăр

08 апреля 2016 г.

Пирĕн ачасем алла шăрпăк ан тытчăр тесе асăрхасах тăмалла. Вĕсене электричествăпа ăшăтакан приборсем, газ плитисем патне ямалла мар. Сирĕн çемьере çамрăк ачасем пур пулсан, газ çуннă, кăмака хутăннă е телевизор ĕçленĕ вăхăтра вĕсене киле пĕччен хăвармалла мар.

Ачасене усал тĕслĕх ан кăтартăр: вĕсем умĕнче пирус туртма, тĕпĕсене кирлĕ-кирлĕ мар çĕре пăрахма, тĕттĕм пỹлĕмсене çутатма хут чĕртме юрамасть. Шăрпăка шăпăрлансем çитмелле вырăна хумалла мар. Кил-çуртра юсавсăр е харпăр хăй тунă электричество приборĕсем тытма, вĕсемпе усă курма юрамасть. Юсавлă приборсемпе хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен сертификат пур пулсан çеç усă курма юрать. Асăрханусăрлăх пысăк инкек патне илсе çитерме пултарать. Пушарта ачасем çунса вилни вĕсем пурнăçшăн хăрушă вăхăтра çухалса кайнинчен килет. Пушар вăхăтĕнче ача-пăча мĕн çумне те пулин йăпшăнма, кравать е сĕтел айне пытанма тăрăшать. Унта ăна инкек пырса тивет те. Çавăнпа та ачасене пушар вăхă-тĕнче хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентмелле, унтан тухмалли майсене кăтартмалла. Пушар вăхăтĕнче хăраса ỹкмелле марри, пытанма юраманни пирки каласа ăнлантармалла.

Килте - ашшĕ-амăшĕн, садикре - воспитательсен, шкулта - учительсен ачасене пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине вĕрентмелле, пĕчĕкренех вут-çулăм хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине каласа ăнлантармалла. Пурин те пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла.

Д.КУЗЬМИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика