08 апреля 2016 г.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче следстви подразделенийĕсене туса хунăранпа кăçалхи апрелĕн 6-мĕшĕнче 53 çул çитрĕ. Комсомольски районĕнче вара следстви ушкăнĕ пуçласа 1973 çулта йĕркеленнĕ. Следователь должноçне пуçласа Валерий Николаевич Рыбаков йышăннă. 1993 çулта районти шалти ĕçсен пайĕнче следстви уйрăмне туса хунă, ăна ертсе пыма В.А.Райкова шаннă. 1998-2006 çулсенче М.А.Илларионова, ун хыççăн пĕр вăхăт С.Н.Сорокинпа Д.Ф.Тазюков ĕçленĕ. 2008 çулхи январьтен паянхи кунчченех следстви уйрăмĕн начальникĕнче Ринат Семигуллович Зайнуллин тимлет. 2011 çулхи реформа хыççăн пирĕн следстви уйрăмĕн йышне Елчĕк районĕнчи преступленисене тĕпчекен ушкăн та кĕнĕ, çавна май халь пурĕ çиччĕн тăрăшаççĕ.
Комсомольски районĕпе асăннă уйрăмăн аслă следователĕ, юстици майорĕ М.Ю.Евдокимова, юстицин аслă лейтенанчĕсем И.В.Камальдиновпа Э.М.Биккулов следовательсем ĕçлеççĕ.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕн следователĕсем ют пурлăха вăрланин, çаратнин, вăрă-хурахла ĕçсен, экономика преступленийĕсен, çул-йĕр çинчи аварисен уйрăмах кăткăс тĕслĕхĕсене тĕпчеççĕ. Пирĕн сотрудниксем яланах аван ĕçлесе пынă, паянхи кун та следовательсен çамрăк ăрăвĕ аслă ĕçтешĕсен ятне ямасть. Акă, вĕсем тимленипех шар курнисен тăкакĕсене саплаштарма, прависемпе саккунлă интересĕсене хỹтĕлеме май килет.
2016 çул пуçланнăранпа тĕпчесе вĕçленĕ чи пĕлтерĕшлĕ уголовлă ĕçсене те палăртса хăварас килет. Вĕсем хушшинче уйрăмах палли - Хирти Явăш тĕп шкулĕнчи информатика кабинетĕнчен пĕтĕм компьютера (170 пин тенкĕлĕх) çаратни. Вăрăсене тупса палăртса компьютерсене шкула тавăрса панă, çак усал ĕçпе пилĕк çын çыхланнине палăртнă. Унсăр пуçне пĕр организацине лицензисĕр "1С Бухгалтерия" компьютер программине сутнине тĕпчесе пĕтернĕ. Унăн хакне (сумми пĕчĕк мар, 438 пин тенкĕ) тавăрса пама май килнĕ. Районти пĕр предпринимательтен ултавлă майпа (кивçен тесе) 390 пин тенкĕ илнине, çул çинчи аварире çын пурнăçĕ татăлнине те ĕçченсем пысăк тимлĕхпе, яваплăха туйса тăрăшнипе тăрă шыв çине кăларма май килчĕ.
Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" пайĕн следователĕсене тата ветерансене професси уявĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатпăр.
Р.ЗАЙНУЛЛИН,
следстви уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"