АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çуллахи канăвне йĕркелесси

08 апреля 2016 г.

Республикăра ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерес тесе нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Çулран-çул канăва лайăхрах йĕркелесшĕн, унта ача-пăчана та ытларах явăçтарасшăн. Çуллахи каникулсем çитиччен вăхăт самаях пулин те, ĕçе пуçăннă та. Кăçал республикăра пурăнакан 99,6 пин ачана путевкăпа тивĕçтересшĕн. Вĕсенчен 48,6 пинĕшĕ - пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ шкул çулĕнчи ачасем. Асăннă категорири ачасене канма, сывлăхне çирĕплетме путевкăсемпе тỹлевсĕрех тивĕçтереççĕ е унăн вăтам хакĕн 5 процентне ашшĕ-амăшĕ саплаштарать.

Апрелĕн 9-мĕшĕнче республикăра ачасен сывлăхне çирĕплетмелли çуллахи кампани пуçланать, ашшĕ-амăшĕ путевка илме заявка пама пултарать. Чи малтанах йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене путевкăсемпе тивĕçтереççĕ. Çак категорие камсем кĕреççĕ-ха? Раççей Федерацийĕнчи ача правин тĕп гарантийĕсем пирки калакан 124 № Федераци саккунĕн 1-мĕш статйипе килĕшỹллĕн йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасен шутне çаксем кĕреççĕ: ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисем, инвалид-ачасем, сывлăх енчен хавшаккисем, экологи, техногенлă катастрофăна, нацисем хушшинчи тата хĕç-пăшаллă конфликтсене лекнисем, беженецсен çемйинчи, воспитани колонийĕсенчи тата ятарлă вĕренỹ учрежденийĕсенчи ачасем, сахал тупăшлă çемьере çитĕнекенсем, йывăр лару-тăрура пурăнакансем.

Заявкăсене иккĕмĕш çул пĕрлехи автоматизациленĕ тытăм урлă йышăнаççĕ. Кампание тăватă тапхăрпа йĕркелеççĕ. Иккĕмĕшĕ, апрелĕн 16-мĕшĕнче пуçланаканни, шăпах республикăри районсене пырса тивет. Заявкăсене ача вĕренекен шкулта йышăнаççĕ.

Кăçал хăш-пĕр çуллахи кану лагерĕсене профильлĕ майпа йĕркелеççĕ. Унта ачасем валли тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри - "Звездный" (Çĕрпỹ хули) лагерьте пĕрремĕш сменăра республикăри ача-пăча искусство шкулĕсенчи ỹнер уйрăмĕнче пĕлĕвне тарăнлатакан ачасем плэнера пухăнни. Тăваттăмĕш сменăра искусство шкулĕн пултаруллă ачисем пĕр йыша пухăнаççĕ. Çавăн пекех кадет шкулĕн вĕренекенĕсем те канăвне пĕрле ирттерĕç. Экологипе тата тăван тавралăхпа кăсăкланакансем "Солнышко" (Муркаш районĕ) лагере пухăнаççĕ. Унта тĕрлĕ вĕренỹ тренингĕсем, практика занятийĕсем, походсем, экскурсисем, вăйăсем, викторинăсем, конкурссем йĕркелеме палăртнă. Çамрăк нано-конструкторсем "Наногород" профиль сменинче пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашаççĕ.

Пирĕн районти ачасем те кашни çулах профиль лагерĕсенче канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ. 2016 çула çак тĕллевпе 2 млн та 288 пин тенкĕ уйăрнă. Районти 21 шкул çумĕнче те лагерьсем ĕçлĕç, вĕсене 723 ача çỹремелле. Çак шутран 80-шĕ ĕçпе кану лагерĕсенче пулĕç (14 çултан иртнисем). Пĕр куна ача пуçне 80 тенкĕ уйăрнă.

М.ДОЛГОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика