АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешсен ырă ĕçĕ сăваплă

08 апреля 2016 г.

Ачалăхпа яшлăх хыçа юлать те, ĕнерхи ачасем тĕнче тăрăх саланаççĕ. Кам вĕренỹ заведенийĕсене çул тытать, хăшĕ тỹрех ĕçлеме пикенет. Çуралса ỹснĕ кĕтесрен инçетре пурăнма юлсан та, тăван ене манмаççĕ ентешĕмĕрсем. Куллен килсе çỹренипе çеç мар, хăйсен юратнă ялне, районне пулăшма та май тупаççĕ. Халăхшăн ырă ĕç пурнăçласа чăн-чăн сăваплă ĕç тăваççĕ маттур арсем. Вырăнта пурăнакансем хушшинче те йышлă пархатарлă чунлисем.

Акă, Комсомольски районĕнче çуралса ỹссе Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансем нумай çул каялла "Кĕтне" ентешлĕх йĕркелесе янă. Паянхи кунчченех хăйĕн сăваплă миссине пурнăçлать çак пĕрлĕх, тăван ен аталанăвĕшĕн тăрăшма хистет, хавхалантарса тăрать. Пуçтарăнса калаçни, юрлани-ташлани çеç мар ентешлĕх. Унăн тĕллевĕ - канашласа çĕнĕ хутшăнусем йĕркелесси, район экономикине, инфраструктурине, спорта, ытти тытăмсене пулăшу кỹресси тата ытти те. Чăваш Республикин Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов тĕслĕхрен, район интересĕсене республика шайĕнче хỹтĕлеççĕ, тăван тăрăха ытларах инвестици явăçтарас тесе тăрăшаççĕ.

Комсомольски ялне кĕнĕ çĕрти стеллăна кашниех курнă ĕнтĕ. Ăна шăпах "Кĕтне" ентешлĕх пайташĕсем 2014 çулта пирĕн патра иртнĕ Республика кунĕ умĕн района парнелерĕç. Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ тĕлне вара Асанкасси ялĕнче нимелле пуçтарнă укçа-тенкĕпе чаплă палăк вырнаçтарчĕç. Ун чухне те ял çыннисен пуçарăвне тĕп хуламăрти ентешсем ырласа йышăнчĕç, пулăшрĕç. Сергей Лукиянов архитектор Асанкассисен шухăшне пурнăçа кĕртсе палăк проектне туса хатĕрлерĕ. Пархатарлă çак ĕçе ытти ентешсем те хутшăнчĕç. Тата нумай-нумай ырă ĕç тăваççĕ вĕсем: çĕнĕ предприяти уçса ĕç вырăнĕсем йĕркелеççĕ, шкулсене пулăшаççĕ, вĕренекенсене стипендисем параççĕ, тĕрлĕ турнирсем ирттереççĕ, спорт инвентарĕсем парнелеççĕ, чиркỹсемпе часовньăсем тума хутшăнаççĕ, тата ытти те, тата ытти те. Хушаматран çырсан кама та пулин сиктерсе хăварма та пулĕ, район çыннисем тăван ен патриочĕсене хăйсем те аван пĕлеççĕ пуль тесе шутлатăп. Тавах сире, маттур арсем, нумай çул пурăнма сывлăхăрсем пулччăр. Эсир ыттисене те ырă тĕслĕх паратăр. "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçет", тенĕ-çке ваттисем. Пурте пĕрле тăрăшсан çеç пирĕн юратнă тăван çĕрĕмĕр малашне те çапла аталанĕ, чечекленĕ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика