05 апреля 2016 г.
Аслă типĕ ытти типĕсенчен çирĕпрех тата пĕлтерĕшлĕрех теççĕ. Типĕ вăхăтĕнче апата мĕнлерех пĕçерме юрать-ши, мĕнле çимĕçе рационран кăлармалла? Хуравласамăр.
(Çыруран).
Чăнах та, Аслă типĕ ытти ти-пĕсенчен самай çирĕп. Ун хыççăн Мăнкун пуçланать. Çавăнпа та Христос чĕрĕлнине тивĕçлипе паллă тума лайăх хатĕрленмелле, чун-чĕрене, ỹт-пĕве тасатмалла. Кăçал Аслă типĕ мартăн 14-мĕшĕнчен апрелĕн 30-мĕшĕччен пырать. Малтанхи эрнере типпе уйрăмах пăхăнмалла. Тунтикун, юнкун, эрнекун типĕ апат, çавăн пекех çăкăр, шыв, улма-çырла, пахчаçимĕç, мăйăр астивме юрать; ытларикунпа кĕçнерникун - ỹсен-тăранран хатĕрленĕ вĕри апат; шăматкунпа вырсарникун - тип çу ярса пĕçернĕ апат-çимĕç. Пăлхавăшнине апрелĕн 7-мĕшĕнче паллă тăваççĕ, ун чухне пулă çиме юрать; Лазарь кунĕнче, апрелĕн 23-мĕшĕнче, сĕтел çине пулă вăлчине лартмалла; Кăчкă праçникĕ апрелĕн 24-мĕшне килет, пулă çиме юрать; Асап тỹснĕ эрнекун, апрелĕн 29-мĕшĕнче, чиркỹре Иисус Христоса тупăка хунине ỹкерсе кăтартнă пире илсе тухаççĕ, çав кун çиме юрамасть. Апрелĕн 30-мĕшĕнче вара, шăматкун, типĕ апата (çăкăр, шыв, улма-çырла, пахчаçимĕç, мăйăр) астивме юрать.
Çапах та Аслă типпе диета тытмалли тапхăрпа танлаштармалла мар. Çак вăхăтра начарланма пулать паллах, анчах типĕ хыççăн организм тата вăйлăрах ĕçлеме пуçлать, çын каллех самăрăлма тытăнать. Аслă типĕре организма кăна мар, чуна та çылăхран, япăх шухăшсенчен, усал-тĕсĕлтен тасатмалла. Унсăр пуçне православи тĕнĕнче тарăхни, çилленни, кĕвĕçни пысăк çылăх шутланнине манмалла мар. Аслă типĕре тĕне ĕненекен çын чĕрине хуйхă-суйхăран, чир-чĕртен тасатать, ырра ĕненме, шанма тытăнать. Куллен кĕлĕ вулани те çак тапхăрта пулăшать. Çавăнпа та типĕ вăхăтĕнче кашни кунах ирхине тата каçхине çывăрма выртас умĕн кĕлĕ вуламалла. Май пур таран чиркĕве çỹремелле, çак кунсенче хаваслă мероприятисене хутшăнмалла маррине, мăшăрланма, венчете тăма юраманнине те асра тытмалла.
Аслă типпе сывлăха мала хурса тытмалла, май çук пулсан çирĕп правилăсене пăхăнмасан та юрать, чуна лăплантарма чиркĕве кайса пачăшкăран сĕнỹ-канаш ыйтмалла.
Источник: "Каçал Ен"