05 апреля 2016 г.
Иртнĕ кунсенче Елчĕк район сучĕ Кĕçĕн Çĕрпỹел ялĕнчи 45 çулхи арçынна ачисене алимент тỹлеменшĕн айăплакан приговор йышăннă. Унăн çемйи умĕнчи парăмĕ 700 пин тенкĕрен те иртсе кайнă. Ăна пĕр çуллăх ĕçлесе юсанмалла тунă, çак хушăра шалăвĕн 5 процентне патшалăх тытса пырĕ, 70 проценчĕ вара алимент парăмне татма кайĕ.
Арçыннăн икĕ ача. Анчах çемйипе, тĕпренчĕкĕсемпе йĕркеллĕ пурăнма пĕлмен вăл. Арăмĕпе пĕрмаях харкашнă, ун çине алă çĕкленĕ. Мăшăрне хĕненĕшĕнех тĕрмене пĕрремĕш хут çакланнă. 2004 çулта çемье арканнă. Кайран вара арçын пурнăçĕ анаталла кусса кайнă... Алимент тỹлеменнипех 2006 çултанпа ăна тăватă хутчен суд тунă, çавăнпах пуль унăн айăпне çирĕплетекен ĕçĕн папки суд приставĕсен службин производствинче чи хулăнни.
"Пурнăç тути-масине хĕрĕх урлă каçсан тин ав пуçлатпăр чухлама" тесе юрлаççĕ. В. та, тăватă теçетке çул урлă каçнăскер, çакăн хыççăн тăна кĕрессе, ĕçе вырнаçса парăма татма пуçласса шанас килет. Унсăрăн каллех кирпĕч шутлама кайма тивĕ.
В.ИВАНОВ,
суд приставĕсен службин районти пайĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"