05 апреля 2016 г.
Çурхи кунсем çитрĕç. Хĕвел хĕртсе пăхма тытăннипе пурăнмалли çуртсен картишĕсенче, урамсенче канфет хучĕсем, хут курупкасем, пластмасс бутылкăсем, утă-улăм юлашкийĕсем курăнма пуçларĕç. Урамсене тирпейлес тĕллевпе субботниксем, уйăхлăхсем ирттереççĕ. Пухăннă хыт-хурана свалкăсене тиесе ямасăр урамсенчех çунтараççĕ. Паллă ĕнтĕ, чĕртсе янă купасем çав кунах çунса пĕтмеççĕ, вĕсене сỹнтермесĕр хăвараççĕ, вара лешсем çунса пĕтмесĕр мăкăрланса выртаççĕ. Çил вĕрнипе чĕрĕлсе кайма, çулăм час тивсе илекен материалсем çине сиксе ỹкме те пултарать. Уйрăмах ку уйрăм çуртпа пурăнакансемшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Субботниксем ирттернĕ хыççăн сỹнтермесĕр хăварнă купасем умне ача-пăча пуçтарăнать. Вĕсем кăвайт чĕртме тăрăшаççĕ, факелсем тăваççĕ, вут-çулăмпа выляççĕ. Иртсе çỹрекенсем вĕсене асăрхамаççĕ те тейĕн.
Çуркунне пушар ан тухтăр тесен çак йĕркесене пăхăнмалла:
- ялсен тата предприятисен территорийĕсене, çуртсем, сооруженисем тата уçă складсем хушшисене, çавăн пекех пурăнмалли çуртсен, дачăсен е ытти хуралтăсен таврашĕсене кирлĕ-кирлĕ мартан, типĕ çулçăсенчен, типĕ курăкран тасатмалла;
- çунакан каяшсене, ытти çỹп-çапа уйрăм вырăнсенче пуçтармалла та контейнерсене е ещĕксене хумалла;
- çỹп-çапа, типĕ курăка халăх пурăнакан вырăнти çĕрсем, çавăн пекех промышленноç, энергетика, транспорт, çыхăну çĕрĕсем çинче çилсĕр çанталăкра çунтарма пулать, енчен те:
- çак çĕрсем çывăхри объектсенчен 50 метртан çывăхра мар пулсан;
- çунтармалли вырăна хăрăк йывăçсенчен, вăрман каснă хыççăн юлнă туратсенчен, çунтармалли материалсенчен (радиусĕ 25-30 метр) тасатнă тата пушара хирĕç минерализованнăй йĕрпе (сарлакăшĕ 1,4 метр) уйăрнă пулсан;
- тип каяшсене çунтаракансене пушар сỹнтермелли хатĕрсемпе тивĕçтернĕ пулсан.
Пурлăха кирлĕ пек упраман вырăнсенче, пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман çĕрте пушарсем час-часах сиксе тухаççĕ. Анчах та тĕп сăлтавĕ - халăх тимсĕр, тирпейсĕр, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни. Кун çинчен манса каяс марччĕ.
Д.КУЗЬМИН,
пушар надзорĕн районти уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Каçал Ен"