05 апреля 2016 г.
Апрелĕн 1-мĕшĕнче çурхи призыв пуçланчĕ, вăл июлĕн 15-мĕшĕччен пырĕ. Çак тапхăрта Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи 107 каччăн çар ретне тăмалла. Пĕлтĕр кĕрхи призывпа 62 йĕкĕт, çуркуннехипе 95-ĕн хĕç-пăшаллă вăйсен ретне тăнă. Хальхи призыв ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Çара кайма ят тухнă çамрăксем хăйсене еплерех тытаççĕ? Çак тата ытти ыйту çине хуравсем тупма тата призыв комиссийĕн ларăвĕ мĕнлерех иртнипе паллашма районти çар комиссариатне çитрĕм.
- Ытти чухнехи пекех, çурхи призыва планпа килĕшỹллĕн йĕркелетпĕр. Çавна май чи малтанах аслă вĕренỹ заведени-йĕсене пĕтерекенсене çара ăсатма тăрăшатпăр. Вĕсене çĕртме уйăхĕн вĕçĕ - утă уйăхĕн пуçламăшĕ валли повесткăсем паратпăр. Йĕкĕтсем хирĕç мар, чылайăшĕ çар ретне тăма пиçсе çитнĕ, дипломсене маларах хỹтĕлессишĕн тăрăшаççĕ, - паллаштарчĕ лару-тăрупа çар комиссариачĕн призыв енĕпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Ирина Козлова.
Асăннă комиссие çар комиссариачĕн начальникĕ Сергей Данилов ертсе пычĕ. Унсăр пуçне район администрацийĕн ял хуçалăхпа экологи пайĕн пуçлăхĕ Илдус Миннетуллин, вĕренỹ пайĕн ертỹçи Надежда Петрова, социаллă хỹтлĕх пайĕн руководителĕ Ираида Никитина тата çар комиссариачĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем кашни призывникăн докуменчĕсене тĕплĕн тĕрĕслерĕç, хĕсмете кайма тивĕçлисенчен хăш çара кайма кăмăл тунине ыйтса пĕлчĕç. Шел пулин те, сывлăх енчен салтака кайма пултарайманнисен шучĕ сахал мар иккен. Çаплипех нумайăшĕ çĕршыва хỹтĕлесси кашни яшăн тивĕçĕ тесе шутлать.
Ун пеккисенчен пĕри - Асанкасси каччи Алексей Школьников. 18 çулхи Алексей нумаях пулмасть Çĕнĕ Шупашкарти политехника техникумне вĕренсе пĕтернĕ, ĕçлеме пуçланă. Йĕкĕт мĕн шкул партти хушшинченех спортпа туслă, ирĕклĕ кĕрешĕвĕн секцине çỹренĕ, йывăр атлетикăпа яшсен 1-мĕш разрядне пурнăçланă. Лешăн çар службинчен пăрăнас шухăш нихçан та пулман. Унăн çумра тĕслĕх те пулнă. Иван Тимофеев, аслă юлташĕ, пулас салтака çар служби пирки нумай истори каласа панă, каччăра çĕршыва хỹтĕлес пысăк туртăм çуратнă.
Пĕлтĕр эпир çар саккунлăхĕнчи çĕнĕлĕхсем пирки асăннăччĕ. Вĕсенчен пĕри - çар ретĕнчен пăрăннисене справка парасси, унччен вĕсене 27 çул тултарсан çар билечĕ панă пулнă. Халĕ вара, 2014 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчен, саккуна пăсса çартан пăрăнакана патшалăх службинче ĕçлеме чаракан справка тыттараççĕ. Асăннă çĕнĕлĕх çамрăксене хăйсен яваплăхне туйса илме парать, çартан тарса çỹрекенсем те çар комиссариатне хăйсен ирĕкĕпе пыраççĕ, хĕсмете кайма кăмăл тăваççĕ. Акă, Елчĕк районĕнчи нумай çул хушши çартан пăрăннă пĕр яш та салтак шинелĕ тăхăнмасăр путлĕ ĕçе вырнаçаймасса ăнланса илнĕ.
Салтак аттине тăхăнакансен паян ним çинчен пăшăрханмалли çук, паллах. Вĕсем кунĕпех вĕренỹре е физхатĕрленỹре. Чылай çĕрте апат хыççăнхи кану сехечĕсем пур. Тăванĕсемпе, юлташĕсемпе калаçма кĕсье телефонĕпе усă курма та чармаççĕ. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕ ачисем епле условисенче пурăннипе те паллашаять. Кашни салтака банк картти пани те пысăк пулăшу, унта уйăхсерен 2 пин тенкĕ укçа куçараççĕ. Паянхи çар унчченхипе танлаштарсан чылай уçăмлăрах.
Тăван çĕршыва хỹтĕлесси - кашни арçыннăн тивĕçĕ. Çавăнпа та çартан хăрама кирлĕ мар. Хĕсметре пулнă каччă нумай юлташ тупать, тĕнчепе паллашать, тĕрлĕ çĕре çитсе курать. Унсăр пуçне кăмăл енчен çирĕпленет, дисциплинăна хăнăхать, тĕрлĕ енлĕн аталанать. Хăйне коллективра тытма вĕренет.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"