01 апреля 2016 г.
РФ премьер-министрĕ Дмитрий Медведев информаци обществине аталантарас енĕпе пурнăçламалли проектсене ĕçе кĕртме регионсене субсидисем уйăрасси пирки калакан распоряжение алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă документпа килĕшỹллĕн федераци бюджетĕнчен Чăваш Ене 5 млн та 460 пин тенкĕ килмелле.
Çакна палăртма кăмăллă: субсидие çĕршыври виçĕ регион çеç тивĕçнĕ: Чăваш Ен, Мордва, Удмурт республикисем. Субсиди укçине ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикипе Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствисем пурнăçа кĕртекен проекта - регионти "Контингент-регион" АИС сегмента - ĕçе кĕртме усă курĕç.
Источник: "Каçал Ен"