01 апреля 2016 г.
Çураки кунран-кун çывхарса пырать. Кĕçех тракторсемпе автомашинăсем уя тухаççĕ. Планпа палăртнă çĕр лаптăкĕсене вăхăтра акса хăварни темрен те паха. Çакна пурнăçлама вара техникăпа кăкаракан агрегатсем лайăх ĕçлени, ĕçченсем аван тăрăшни кирлĕ. Ял хуçалăх техникине çуракине мĕнле хатĕрленине районта çулсеренех тĕплĕ тĕрĕслеççĕ. Кăçал та ятарлă комисси ял хуçалăх производство кооперативĕсене, колхозсене, фермер хуçалăхĕсене çитет, унти лару-тăрупа паллашать. Март уйăхĕнче комисси "Слава картофелю" агрофирмăри, "Слава" ЯХПК-ри техникăна тĕрĕслеме ĕлкĕрнĕ те. Мартăн 29-мĕшĕнче вара "Восток" ял хуçалăх производство кооперативĕнче тракторсемпе кăкармалли хатĕрсене тĕрĕслерĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен тракторсене тата прицепсене çуракине тухма аван хатĕрленĕ. Комисси палăртнă кăлтăксене механизаторсем ыран-паян пĕтерме шантарчĕç. Ĕçченсен хăш-пĕр техникăна сăрламалла, медицина аптечкисене хатĕрлемелле, огнетушительсем пулмалла.
- Хăвăра шанса панă техникăна яваплăха туйса уя тухма хатĕрлемелле. Паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть. Тупса палăртнă çитменлĕхсене, асăрхаттарусене çак кунсенче пĕтерессе шанатăп. Сирĕн хурçă утсем яланах кăлтăксăр ĕçлеччĕр, - терĕ тĕрĕслеве пĕтĕмлетсе патшалăх техника надзорĕн районти тĕп инспекторĕ Сергей Кокарев.
Комисси членĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн агрономĕ Шамиль Зейнутдинов, ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалли çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ĕç вăхăтĕнче тимлĕ пулмаллине, техникăпа ĕçленĕ май асăрханулăх пирки манмалла маррине каласа хăварчĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"