АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, букварь

29 марта 2016 г.

 Пурнăçра пĕтĕмпех пĕчĕкрен пуçланать: çăкăр - тырă пĕрчинчен, хĕвел - пайăркаран, çурт - кирпĕчрен, пĕлỹ вара - ача хăй тĕллĕн вуласа тухнă пĕрремĕш кĕнекерен. Букварь тата Азбука - ырра вĕрентекен пирвайхи кĕнекесем.

Нумаях пулмасть Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче 1-мĕш классенче пĕлỹ пухакансемшĕн "Букварь тата Азбука, сывă пулăр!" уявпа асра юлчĕ. Асăннă уява класс ертỹçисем, учительсем, вĕренекенсем тата вĕсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç. Уяв залĕнче ачасем сăвăсем вуларĕç, конкурссене хутшăнчĕç, ыйтусем çине хуравларĕç, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шырарĕç, юрăсем шăрантарчĕç. Çавăнпа пĕрлех уявпа саламлама килнĕ Буратинăпа Мальвинăна, Печкин почтальона, Букварьпе Азбукăна савăнăçлăн кĕтсе илчĕç.

Шкул директорĕ Георгий Перьев пĕрремĕш классене саламларĕ, "Вулаканăн удостоверенине" парнелерĕ.

О.МАТВЕЕВА,

вĕрентекен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика