АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке эрнелĕхĕ

29 марта 2016 г.

Тукай Мишер вăтам шкулĕнче нумаях пулмасть "Без устали и забот читали книги круглый год" ятлă ача-пăча кĕнекисен эрнелĕхĕ иртрĕ. Раççейре Кино çулталăкĕ пулнă май, ачасем Г.Абсялямов романĕ тăрăх ỹкернĕ тутарла сериала курса киленчĕç.

"Поэзи - манăн чун" конкурс кунĕнче библиотекăна çỹрекенсем амăшĕсене халалласа юратнă сăвăсене каласа пачĕç. Ытти паллă поэтсен произведенийĕсем хушшинче М.Джалиль поэт-геройăн сăввисем те янăрарĕç. Кĕçĕн çулхи ачасем хушшинче Ландыш Шайхалова, Ралине Зиганшина тата Гелсу Зинетуллина çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Рестем Ямалетдинов вăрçă пирки çырнă сăвва чуна тивмелле вуларĕ.

Эрнелĕхре библиотекарьсем "Чи лайăх вулакансем" стенд хатĕрлерĕç. Стенда библиотекăн чи активлă вулаканĕсен сăнỹкерчĕкĕсем илемлетрĕç.

"Пирĕн библиотека" ỹкерчĕксен конкурсĕнче Аделя Ямалетдинован, Алсу Ямалетдинован, Люзия Хабибрахманован, Назлыгель Хуснутдинован ỹкерчĕкĕсем чи лайăххисем пулчĕç.

"Литературăллă Чăваш Ен: 2014-2015 çулхи чи вуланакан кĕнеке" конкурса тăратнă "Корзинка с грибами" буктрейлер ачасен кăмăлне кайрĕ.

З.БАХАЛДИНОВА,

Й.ШАЙДУЛЛИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика