29 марта 2016 г.
2016 çулхи мартăн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Юстици министерстви республика прокуратурипе пĕрле "тỹрĕ лини" йĕркелет.
Республикăра пурăнакансем 10 сехетрен пуçласа 12 сехетчен 8(8352) 64-20-70 хушăм - 1921,1948, 62-33-53 телефонсемпе шăнкăравласа тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе усă курасси пирки ыйтма пултараççĕ.
"Тỹрĕ линие" ЧР Юстици министерствин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Валентина Николаевна Горелова тата Чăваш Ен прокурорĕн право енĕпе тивĕçтерес тата общественноçпа çыхăну тытассипе ĕçлекен аслă пулăшуçи Альберт Иванович Петров хутшăнаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"