25 марта 2016 г.
Мартăн 19-20-мĕшĕсенче ача-пăчасен 3-мĕш спорт шку-лĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В.Г.Надеждин ячĕпе çăмăл атлетсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта Чăваш Енрен, Тутарстан республикинчен, Мари Элтан, Чулхула, Киров, Ульяновск, Пенза облаçĕсенчен килсе çитнĕ 500 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Спортсменсем 60 метртан пуçласа 1500 метр таран чупса вăй виçрĕç.
Районти маттур каччăсемпе хĕрсем те ăмăртура лайăх кăтартусемпе палăрчĕç. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Стас Курицын 1500 метра чупса финиша иккĕмĕш çитрĕ. Саша Соловьев (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ) 800 метра чупса иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Настя Чернова, Нияз Шарафутдинов, Костя Земсков тĕрлĕ дистанцисенче 4-мĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
Асăннă ăмăртуран пирĕн спортсменсем кашни çулах çĕнтерỹпе таврăннине те палăртма кăмăллă. Вĕсем чăннипех маттур!
В.ПЛЕШКОВ.
Источник: "Каçал Ен"