25 марта 2016 г.
"Вулатпăр! Пĕлетпĕр! Ỹсетпĕр!" ача-пăча кĕнекисен эрнелĕхĕнче районти ача-пăча библиотекинче Светлана Гордееван "Корзина с грибами. Карçинккари кăмпасем" сăвăсен кĕнекине презентациленĕ. Асăннă кĕнекепе "Колосок" ача садне çỹрекенсем тата Наталия Сергеева воспитатель хаваспах паллашнă. Çыравçă кĕнекисене ачасем юратса вулаççĕ, Светлана Гордеева - пирĕн ентеш. Вăл пĕчĕккисем валли нумай-нумай кĕнеке çырнă: "Запах полыни", "Простые вещи", "Верить в чудеса", "Деревенские зарисовки", "Здравствуй, жизни река", "Веселая карусель", "След улетевшей птицы".
"Корзина с грибами. Карçинккари кăмпасем" кĕнекере тĕрлĕ кăмпа пирки вуласа пĕлме пулать. Сăвăсене çăмăл чĕлхепе çырнă. Асăннă хайлав "Литературăллă Чăваш Ен: чи лайăх вуланакан кĕнеке" конкурса та хутшăнать. Тĕп библиотекăра конкурса хутшăнакан кĕнекесен выставкине те йĕркеленĕ. Çитсе курăр, паллашăр!
Е.ПРОКОПЬЕВА, И.КРЫЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"