АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемйипех пултаруллă

25 марта 2016 г.

Культура сферинче вăй хуракансем Чăваш Ен территорийĕнче пурăнакан халăхсен сайра та хăйне евĕрлĕ культура еткерлĕхне сыхласа хăварас тата аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хываççĕ. Пирĕн районти культура учрежденийĕсен тытăмĕ те тухăçлă ĕçлет. Ялсенчи клубсемпе культура çурчĕсенче 56 ĕçчен тăрăшать. Вĕсем яланах пултарулăх шыравĕнче: тĕрлĕ тĕлпулусем, асаилỹ каçĕсем, конкурссем, кружоксем йĕркелеççĕ, çамрăксемпе хастар ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне республикăри тата Раççейри конкурссемпе фестивальсене хутшăнма тăрăшаççĕ.

Районти культура çурчĕсемпе ялти клубсенче ĕçлекенсен ĕç стажĕ чылайăшĕн самай пысăк. Вĕсенчен пĕрисем - Альбинăпа Виктор Кокшинсем. Иккĕшĕ те Кивĕ Сĕнтĕрте çитĕннĕ, культурăна чунтан парăннă. Альбина шкул пĕтерсессĕнех, ял администрацийĕ сĕннипе, ялти клубра ĕçлеме юлнă. Унта вăл çулталăк тăрăшнă хыççăн Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинчи хор уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Училищĕне пĕтерсен тăван тăрăха таврăннă, районти культура çуртĕнче методистра ĕçлеме пикеннĕ. Каярах "Кубняночка" халăх вокал ансамблĕн ушкăнĕпе ĕçлеме пуçланă. Ансамбль репертуарĕнче вырăс, чăваш классикĕсен произведенийĕсем, халăх юррисем пур. Коллектив кашни çулах районти, республикăри, Раççейри тата Халăхсем хушшинчи фестивальсене хутшăнать. Акă, халĕ те пултарулăх ушкăнĕ "халăх ансамблĕ" хисеплĕ ята хỹтĕлеме хатĕрленет. Асăннă хỹтĕлеве 3 çулта пĕрре ЧР Культура министерстви йĕркелет. Унсăр пуçне апрелĕн 14-мĕшĕнче районти хорсен "Хавхаланса юрлать чĕре" фестивалĕ иртет.

- Культура аслă тата çамрăк ăру çыннисен туслăхне çирĕплетме, обществăна аталантарма, пысăк тĕллевсем лартма пулăшать. Эпир вара укçапа мар, çынпа пуян. Коллектив пултаруллă та хастар çынсене пĕрлештерсе тăрать. Уйрăмах пирĕн хушăра çамрăксем пурри савăнтарать. Вĕсене йывăртарах пулсан та, фестиваль-конкурссене хатĕрленнĕ вăхăтра ирĕн-каçăн культура çуртĕнче пулма та хатĕр вĕсем. Пĕр композицие вĕренме те вăхăт самай кирлĕ. Тĕслĕхрен, халĕ эпир 3 юрра кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен вĕренетпĕр, кăлтăксене якатма тăрăшатпăр. Шел пулин те, районта музыкантсем сахалтарах, - тет Альбина Кокшина ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарса.

Мăшăрĕ Виктор Кокшин та - культура ĕçченĕ. Ăна районта пĕлмен çын та çук пулĕ. Виктор шкул пĕтерсессĕнех Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. Унта вăл халăх инструменчĕсен уйрăмĕнче пĕлỹ пухнă. Тăван тăрăха таврăнсан чи малтанах искусство шкулĕнче ачасене тĕрлĕ инструментпа калама вĕрентнĕ. Хăй аса илнĕ тăрăх, чи пуян опыта ăна Комсомольски тата Луцки чиркĕвĕсенче регентра ĕçлени панă. 1986 çултанпа Виктор Кокшин районти культура çуртĕнче тăрăшать. Чăн та пултаруллă, тĕрлĕ енлĕн аталаннăскер пулнăран вăл культура аталанăвне питĕ пысăк тỹпе хывать. Музыкант ĕçне пĕр енлĕн çеç хаклама май çук, мĕншĕн тесен Виктор районти универсаллă специалистсенчен пĕри. Вăл тăрăшнипех юрăпа ташă ансамблĕ "халăх" ята тивĕçнĕ. Культура çуртĕнчи музыка инструменчĕсене те вăлах йĕркелесе, пăхса тăрать. Час-часах пысăк шайри яваплă мероприятисенче Викторăн пульт умĕнче те лармалла, оборудование те пăхса тăмалла, аккомпанементламалла, ертсе пыракан ушкăнсене сцена çине йĕркелесе кăлармалла, хăйĕн те юрлама тухмалла. Çавăнпа та пысăк концертсем умĕн музыкант ĕçĕ пуринчен малтан пуçланса чи кайран вĕçленет. Ун патне яланах студинче юрă çырма е музыка ыйтăвĕсемпе, е музыка инструменчĕсемпе пулăшу ыйтма пыраççĕ. В.Кокшин аранжировкăпа тухăçлăн ĕçлет. Вăл тăрăшнипех районта "Районăн ылтăн фончĕ" альбом тухнă. Асăннă фонд кашни çулах çĕнĕ кĕвĕсемпе пуянланса пырать. Викторăн ĕçĕ ахаль пулманнине республикăри, Раççейри фестиваль-конкурссенчен илсе килнĕ Хисеп грамотисемпе дипломсем çирĕплетеççĕ.

Альбинăпа Виктор Кокшинсен 2 ача. Хĕрĕ Мария çемйипе Шупашкарта тĕпленнĕ, банк сферинче тăрăшать. Ывăлĕ Александр вара, Ял хуçалăх академине вĕренсе пĕтернĕ пулсан та, ашшĕн ĕçне малалла тăсать. Вăл тĕп хуламăрта паллă диджей, республикăри паллă юрăçсемпе ĕçлет, хăех кăмăла кайнă сăвăсем валли кĕвĕсем çырать, юрлать те. Ăна районти пысăк фестивальсенче час-часах курма пулать, вăл ашшĕпе амăшне пулăшма яланах хатĕр.

Ялти культура çурчĕ - халăх сăпки, йăла-йĕркене упракан вучах. Мартăн 25-мĕшĕнче - Культура ĕçченĕн кунĕ. Çавăнпа та эпир, "Каçал ен" хаçат редакцийĕн коллективĕ, халăхăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне çĕклеме пулăшакан, ăна хавхалану, илем, киленỹ парнелекен хастарсене чун-чĕререн саламлатпăр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика